Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ылтăн кĕркунне асамĕпе киленер!

22:27 14 октября 2020 г.

  Çулталăкăн кашни вăхăчĕ хăйне евĕр илемлĕ, килĕшетĕр-и? Кĕркунне асамĕ вара - ылтăн çулçăсен вĕл ташшинче, сивĕ тÿпе сенкерлĕхĕнче, çумăр çепĕç юрринче, урамра асар-писер çанталăк хуçаланнă чухне чей ăшшине юратнă та çывăх çынсемпе пайлама май пурринче.      

   Ку сарă та хĕрлĕ çулçăллă кунсене эпир пурте питĕ килĕштеретпĕр. Çавăнпах ĕнтĕ асамлă вăхăта хисеп туса Сител клубĕпе вулавăш пунктĕнче «Ылтăн кĕркунне асамĕпе киленер!» мероприяти иртрĕ. Унта çулталăкăн çак тапхăрне кăмăллакансем самайăн пуçтарăнма хавас пулчĕç. Çак уява çавăн пекех Пукрав тата ялта пурăнакан хĕрарăмсен кунĕсене те халалларĕç.      

 Ирина Лякова культорганизаторпа Оксана Хомуткина библиотекарь йĕркеленĕ мероприятире куракансене юрă-ташăпа савăнтарчĕç, кăсăклă конкурсемпе вăйăсене хутшăнтарса ырă туйăм парнелерĕç. Уйăрăмах куракансем паллă çыравçăсен кĕркуннене сăнлакан сăввисене калама, аса илме кăмăллă пулнине çирĕплетрĕç. Оксана Хомуткина ылтăн кунсем çитнĕ ятпа саламланă май çулла тĕрлĕ конкурссене хастар хутшăннă юлташăмăрсене хисеп хучĕсем парса чысларĕ.    

 Сител клубне çак кун килсе çитнĕ Кĕр Пики халăха уяв ячĕпе ăшшăн-ăшшăн саламласа кĕрхи кунсем пек тулăх та пуян кăмăлпа, çирĕп сывлăхпа пурăнма сунчĕ. Хăйпе пĕрле илсе килнĕ çимĕçсемпе сăйларĕ.      

Залра «Кĕр парни» курав та йĕркеленĕ. Унта ÿркенмен маттурсем хăйсен аллипе кĕрхи çимĕçсенчен, çулçăсенчен тата ыттисенчен те ăсталанă тĕлĕнтермĕш ĕçĕсене вырнаçтарнă. Унпа пурте хаваспах паллашрĕç, тытса пăхса епле тума пултарнă-ши тесе тĕлĕнчĕç.    

  Çак ылтăн кĕркуннене халалланă мероприяти ташă каçĕпе вĕçленчĕ. Пурте кĕрхи ĕçсем вĕçленнине ырласа чунĕсем каничченех савăнчĕç.

 

Первомайское сельское поселение Батыревского района

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика