ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Поздравление администрации Полевосундырского сельского поселения с Днем пожилых людей

09:01 01 октября 2020 г.

 

Хисеплĕ ветерансем, аслă ăру çыннисем!

 Сире пурне те Ватă çынсен кунĕ ячĕпе ăшшăн   саламлатпăр.

Эсир мĕн пĕчĕкренех ĕçре пиçĕхсе ÿснĕ.   Тивĕçлĕ канăва тухичченех, ун хыççăн та  тăван тăрăх  кунран кун вăйлăрах та çирĕпрех пултăр тесе чунтан тăрăшса вăй хунă. Паян та эсир хăвăрăн  ял тăрăхĕнче, районта иртекен тĕрлĕрен мероприятисене хастар хутшăнатăр. Пире тĕрлĕ сĕнÿсем парса та пулăшатăр.  Çитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани парас ĕçре те сирĕн тÿпе пысăк.

Хаклă çыннăмăрсем! Эсир пирĕншĕн пуриншĕн те ырă тĕслĕх пулса тăратăр. Тавах сире пархатарлă ĕçĕршĕн, чун-чĕре çирĕплĕхĕпе ăшă кăмăлăршăн. Паянхи мирлĕ  пурнăçшăн эпир сирĕн умăрта çĕре  çити пуç таятпăр.

Кунçулăр вăрăм та телейлĕ, сывлăхăр  çирĕп пултăр.  Ватлăхăр канлĕ килтĕр. Çумра яланах  çывăх  çынсем пулччăр.

  Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн администрацийĕ

Полевосундырский территориальный отдел Управления благоустройства и развития территорий администрации Комсомольского муниципального округа Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика