Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Хыçра – 80 çул!

18:22 19 августа 2020 г.

  Роза Журавлёвана Сителте пĕлмен çын так çук пулĕ. Пĕр иккĕленмесĕр тăван тăрăхĕнче çеç мар таврари ялсенче пурăнакансенчен нумайашĕ ун ятне илтмесĕр юлман тесе калама пултаратпăр. Ара тараватлă, пĕр май малашлăха ĕненекен, шанакан сăпайлă та ĕçчен хĕрарăм яланах хисепре, яланах халăхра тĕслĕх вырăнĕнче. Çак ырă ята Роза хăйĕн маттурлăхĕпе нимĕнле ĕçрен те хăраманнипе çĕнсе илме пултарнă. Шăпах çак сăваплă та таса чунлă хĕрарăм Пан улми сăпасĕн кунĕнче 80 çул тултарчĕ.      

  80 çул… Мĕн кăна курман-ши Райса аппа (ялта çапла чĕнеççĕ) хăйĕн çак вăрăм пурнăç кунĕсенче? Мĕн кăна тÿсмен-ши? Ун чухнехи самани те çапларах пăтрашуллă пулнине пула нумайăшĕн кун-çулĕ те çăмăллăн иртсе пыман. Роза Николаевнана вара шăпа пушшех те çемçе алсишпе ачашламан. Райса аппа нумай ачаллă çемьере вăрçă пуçланас умĕн кун çути курнă. Тăшман тăван çĕршывăн алăкĕнчен шакканă вăхăрта пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ ырри сахал пулнă. Çапах халăх çутă малашлăха, вăрçă чарăнса хĕвеллĕ кунсем çитессе кĕтнĕ. Щегловсен çемьинче те лайăх самана çитессине туйса ырми-канми ĕçленĕ. Фронтрисене мĕнле те пулсан пулăшас , ялтисене епле те пулсан упраса хăварасчĕ тесе тăрăшнă. Пĕчĕк Райса та çак нушана сăпкаранах туйса ÿснĕ. Аслисемпе пĕрле ултă-çичĕ çула çитсенех ĕç çумне çыпăçнă.    

  Хĕр ача пĕчĕккĕллех амăшсĕр тăрса юлнă. Ашшĕ вара тĕпренчĕкĕсене пĕччен çитĕнтерме йывăр пулнипе тепĕр хутчен авланнă. Малалла Райсана тата ытти пепкисене тăван мар амăшĕ ÿстернĕ. Турра тав, юмахри амаçури амăшсем пек усалли лекмен вĕсене, кун çути парнеленĕ çывăх çынни евĕрех ырă пулнă вăл. Яланах хăйĕн тăван тĕпренчĕкĕсем вырăнне хурса пăхнă. Пĕве кĕрсен хĕр Смоленск тӑрӑхĕнче чукун ҫул ҫинче ĕҫленĕ. Яла таврӑнсан Аслӑ Арапуҫĕнчи павильона вырнаҫнӑ. Унта вара мĕн тивĕҫлĕ канӑва тухичченех ҫĕвĕҫ пулса тӑрӑшнӑ.     

 Ĕçчен те сăпайлă, сăнпа та, чунпа та илемлĕ пикесене куç хывакансем яланах нумай. Раисана та качча илес текенсем самайăн пулнă.Турри вара хÿхĕм хĕрĕн пурнăç сукмакне Елизар Журавлевăннипе пĕрлештернĕ. Вĕсем мăшăрланса çирĕп çемье йĕркеленĕ. Яланах пĕр-пĕрне килĕштерсе, пур ĕçе те пĕрле канашласа пурнăçласа пурăннă. Тăватă ача ÿстерсе тĕрĕс воспитани панă.    

  Çÿлерех асăнтăм ĕнтĕ Роза Николаевнăн пурнăç çулĕ çинче тумхахсем пайтах пулнă. Мĕн тăвас тен шăпа çырнине улăштараймăн. Çемье çавăрса мăшăрпа савăнса, ачасемпе киленсе пурăнмалли самантра хĕрарăм упăшкасăр тăрса юлать. Ку инкенрен «юсанса» та ĕлкĕреймест, алăкран тепĕр усал хыпар пырса шаккать . Афганистан çĕрĕ çинче çарта службăра тăракан ывăлĕ вилнине пĕлтереççĕ. Хĕрарăм çакăн хыççăн пачах ал усать. Уншăн хĕвел çути сÿннĕ тейĕн. Урăх нимĕн те кăсăклантармасть ăна, никам та йăпатаймасть. Çакна пулах Райса аппа вăхăтсăр авăнса ларать, вăхăт çитмесĕрех ватăлать. Ҫак ҫухату халĕ те манӑҫман пулсассӑн та малашнехи пурнăçра малалла утмаллине çумра хĕрĕсем пурри вăй параççĕ хĕрарăма. Кĕçĕннине ура çине тăратмаллипе, ватăлнă çывăх çыннисене те пăхма вăхăт çитнипеле пурнăçне йĕркелесе пыма хал çитерет .    

  Паянхи кун амăшĕ 101-е çитсе çĕре кĕнĕ хыççăн пĕчченех пурăнать. Анчах та кÿршĕ районсенче пурăнакан хĕрĕсем манмаççĕ ăна. Час-часах килсе савăнтараççĕ. Амăшне 5 мăнук тата 2 кĕҫĕн мӑнук парнеленĕскерсем кану кунĕсенче те унпах пулма тăрăшаççĕ. Райса аппана юратаççĕ, хисеплеççĕ вĕсем, пăхса ÿстернишĕн тав тăваççĕ.     Сумлă юбилейне пысăк та тулли кĕрекере пур тăванĕпе ял-халăхĕпе паллă тăвать. Сакăр вуннăри ĕçпе пиçĕхнĕ сумлă Роза Николаевнăна Аслă Арапуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Федоров, Аслӑ Арапуҫĕн депутатсен пухӑвĕн депутачĕ Юрий Степанов, Аслă Арапуçĕнчи культура çурчĕн ертÿçи Розалия Ефимова, Сител вулавăш пункчĕн библиотекарĕ Оксана Хомуткина, культорганизатор Ирина Лякова саламларĕç. Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕн Рудольф Селивановăн салам открыткийĕпе пĕрле тав хучĕ парса чысланă май хисеплĕ Райса аппана вăрăм ĕмĕр, çирĕп сывлăх тата канлĕ ватлăх сунса пысăк хитре чечек çыххипе тата асăнмалăх парнепе савăнтарчĕç.    

  Юбиляр та пурне те кĕреке хушшине чĕнсе ватăсене манманнишĕн тав турĕ. Хаклă хăнасене яланах пурнăçа ĕненмелле, шанмалла терĕ. Вара тинех шăпа сире ылтăн сăпкара çеç сиктерĕ тесе пиллерĕ.

 

Первомайское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика