Территориальный отдел  "Кадикасинский"  Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа Чувашской Республики

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Катькас ял библиотекин вулаканĕсем «Константин Иванова вулатпăр» акцие хутшăнни

18:13 28 мая 2020 г.

Константин Васильевич Иванов – чăваш литературин классикĕ, ҫӗнӗ ҫыруллӑ сӑмахлӑха пуҫараканӗ çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче ҫуралнӑранпа 130 ҫул çитрĕ. Константин Иванов – нумай енлӗ талант: пултаруллӑ куҫаруҫӑ, художник-иллюстратор, декоратор, фотограф, фольклорист, поэт. Чӑваш поэчӗн ятне аякри ҫӗршывсен тӗрлӗ чӗлхеллӗ энциклопедийӗсене кӗртнӗ. Вахӑтсӑр сӳнет пэтӑн пурнӑҫӗ. Анчах ҫулсем иртсен те унӑн ячӗ ҫӑлтӑр евӗр литература тӳпинче ялкӑшса тӑрӗ.

К. Ивановăн «Нарспи» поэмине тӗнче классикин шедеврӗсемпе пӗрле пичетленӗ. «Нарспи» поэмӑпа виҫӗ опера ҫырнӑ, балет лартнӑ. 2008-мӗш ҫулта Б. Чиндыков драматургпа Н. Казаков композитор хатӗрленӗ мюзикл та сцена ҫине тухрӗ. Чӑваш ӳкерӳҫисем ҫултан-ҫул «Нарспи» поэмӑна ҫӗнӗрен курӑмсемпе ӑсталаҫҫӗ. Скульпторсем Иванов кӳлепине вилӗмсӗр пурнӑҫ парнелеҫҫӗ. Парксемпе музейсем, театр ун ячӗпе хисепленсе тӑраҫҫӗ. Иванов ҫырнӑ йӗркесем, ваттисен сӑмахӗсем пек, халӑх хушшинче ҫӳреҫҫӗ. Поэтсем тӑтӑшах Константин Ивановпа Слакпуҫне сӑвӑсем халаллаҫҫӗ. Литературӑпа искусствӑри чи лайӑх хайлавсемшӗн ҫуллен К. Иванов ячӗпе хисепленекен Чӑваш патшалӑх премине параҫҫӗ.

Çак паллă куна халалласа Наци библиотеки Чăваш Республикин Культура Министерствипе пĕрле К. Иванов çырнă хайлавсем тăрăх «К. Иванова вулатпăр» ятпа онлайн-мелпе литература флешмобне йĕркелерĕ. Çăк акцие хутшаннă май Катькас ял библиотекин вулаканĕсемпе пĕрле «Нарспи» поэмăри сыпăксене видеопа çырса куракансем валли ролик хатĕрлерĕмĕр. Кашниех поэма сыпăкне хăйне евĕр вулама пултарчĕ.

Хисеплĕ ентешĕмĕрсем! Эпир хатĕрленĕ видеоролика курнă май сире те «Нарспи» поэма сыпăкĕсене аса илме сĕнетпĕр.

 

 

 

К. Иванов

Территориальный отдел "Кадикасинский" Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика