Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чи асра юлнӑ шкул кунӗсем…

16:50 22 мая 2020 г.

   Акӑ ӗнтӗ вӗренÿ ҫулӗ вӗҫленсе пырать. 9 класс вӗренни сисӗнмесӗрех хыҫа юлчӗ. Ку вӗренÿ ҫулне Аслӑ Елчӗкри Г.Н.Волков ячӗллӗ вӑтам шкултан 12 ача вӗренсе тухать. Вӗсенчен пӗри вара Егор Мешков вӑтам класран пуҫласах дистанци мелӗпе вӗрентекенсем пулӑшнипе килте пӗлÿ пухрӗ.
   Программӑпа килӗшÿллӗн вӗренÿ ҫулӗ пӗтӗмлетÿ урокӗпе вӗҫленет. Ҫакна шута илсе чӑваш чӗлхи урокне те «Чи кӑсӑклӑ асра юлнӑ уроксем» сочиненипе пӗтӗмлетес терӗмӗр.
    Егорӑн 9 ҫул хушшинче асра юлнӑ кунӗсем пирки вӑл шӑрҫаланӑ сочиненине вуланӑҫемӗн туйма пулать. Асрах-ха вӑл 1-мӗш класа утнӑ чухне шкул сукмакне амӑшӗпе еплерех такӑрлатни, пӗрремӗш вӗрентекенпе Татьяна Николаевна Ласточкинӑпа, пӗрле вӗренекесемпе паллашни, ҫавӑн пекех ҫырма-шутлама вӗренни. Парта хушшине ларса вӗреннӗ кунсем те асрах-ха, анчах вӗсенчен те ытларах класпа пӗрле экскурсисене кайса ҫÿрени паянхи кун та куҫ умӗнчех иккен.
    Сочинение малалла вуланӑ май Егоршӑн вӑтам класри вӗренÿ ҫулӗсем кӗҫӗн класринчен самай улшӑнса тӑни сисӗнет. Ҫӗнӗ предметсене тата тӗрлӗ вӗрентекенсене хӑнӑхманнине пула йывӑрлӑхсем сиксе тухнине те аса илет вӗренекен. Ҫак чӑрмавсене парӑнтарма пулӑшса пынӑшӑн класс ертÿҫине Римма Евгеньевна Патшинӑна ырӑпа ҫеҫ асӑнать вӑл.
   Паллах, чи асра юлнӑ кунсем пирки Егор питӗ нумай шӑрҫаланӑ. Уйрӑмах тӗрлӗ конкурссене, викторинӑсене тата хӑш-пӗр тӗпчев ӗҫне хутшӑнса малти вырӑнсене йышӑнса хавхаланнине те пытармасть. Ҫавӑн пекех хаҫатри хӑй ҫырнӑ пӗчӗк хайлавсем пичетленсе тухни те унӑн кӑмӑлне ҫӗкленӗ.
    Сочинение пӗтӗмлетнӗ май Егор хӑйӗн пулас ӗмӗчӗ ҫинчен тата тӗслӗх вырӑнне хӑйӗн вӗрентекенне Любовь Германовна Адюковӑна чи ӑшӑ сӑмахсемпе ҫеҫ аса илет. Вӑл хӑйӗн вӗрентекенӗ пек видео ÿкерес вӑрттӑнлӑхӗсене алла илсе кӗске фильмсем тума ӗмӗтленет. Ӗмӗтлӗ ҫын ҫунатлӑ… тесе вӗҫленӗ вӑл хӑйӗн сочинени йӗркисене.
    Кирек епле ӑшӑ сӑмах та вӗрентекенсемшӗн паха эмел евӗрех. Вӗсем панӑ пӗлÿ пурӑнан пурнӑҫра пулӑшса пырасса шанса тӑрасах килет.

                                                                              

Большеяльчикский территориальный отдел Яльчикского муниципального округа

Первоисточник: МБОУ "Большеяльчикская СОШ им.Г.Н.Волкова" Яльчикского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика