Территориальный отдел  "Кадикасинский"  Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа Чувашской Республики

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Тыл ĕçченĕсене Çĕнтерÿ кунĕпе саламлани

18:51 11 мая 2020 г.

Тыл ĕçченĕсене Çĕнтерÿ кунĕпе саламлани
Кузьмина Мария Анисимовна, Катькас ялe

Çулсеренех майăн 8-9-мĕшĕнче эпир Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçинче фашистла Германие çĕнтернине паллă тăватпăр. Вăрçăра пулнисене тата тыл ĕçченĕсене хисеплесе аса илетпĕр, вĕсене саламлатпăр.

Çĕнтерĕве çывăхартассишĕн вăрçă вăхăтĕнче ывăннине туймасăр тыл ĕçченĕсемпе ачалăх мĕнне пĕлмен ачасем ырми-канми вăй-хунă.

Хĕрарăмсем те арçынсемпе танах тылри пур йывăрлăха та хăйсем çине илнĕ. «Йăлтах – Çĕнтерÿшĕн. Йăлтах – фронт валли» девизпа вăй хунă.

Çак уява ытти çулсенче пĕр çын пек пулса хавас та савăк кăмăлпа чыслăн паллă тунă пулсан, кăçал уйрăм лару-тăрăва пула халăхпа йышлăн паллă тăваймарăмăр. Çапах та тыл ĕçченĕсене эпир, культура ĕçченĕсем – И. Осипова, Н. Ершова, Л. Клопова, В. Алаева, Катькас ял библиотекин ертÿçи А. Угарова уйрăм йĕркене пăхăнса киле çитсе саламларăмăр.

Паянхи куна Катькас ял тăрăхĕнче 24 тыл ĕçченĕ çеç юлчĕ. Вĕсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан О. Николаев çырнă салам открыткисене вуланипе пĕрле чечек çыххисем те патăмăр. Эпир саламлама килнишĕн вĕсем савăнчĕç. Вăрçă çулĕсенчи йывăрлăха, тылра ĕçленисене аса илчĕç. «Пире чысланăшăн, манманшăн сире питĕ пысăк тав», – терĕç тыл ĕçченĕсем.  

Вĕсене нумай çул пурăнма çирĕп сывлăх сунтăмăр. Эпир вĕсем умĕнче пуçа таятпăр, вĕсемпе мăнаçланатпăр!

 А. Угарова, Катькас ял библиотекин ертÿçи

Территориальный отдел "Кадикасинский" Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика