Территориальный отдел  "Кадикасинский"  Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа Чувашской Республики

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Катькас ял тăрăхĕн хисеплĕ вăрçă ветеранĕ – Григорьев Василий Григорьевич

18:48 10 мая 2020 г.

Вăхăт пĕр шелсĕр малалла та малалла шăвать.

1941-1945 çулсенчи Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçăри пулăмсем пирĕнтен аякка та аякка юлаççĕ. Тăван çĕр-шыва хаяр та ирсĕр тăшманран çăлса хăварнă паттăрсене сума сăвасси кашни çын тивĕçĕ.

Вăрçă пĕтнĕренпе 75 çул çитнине паллă турăмăр.

Анчах та вăрçă суранĕсем паянхи кунччен те пирĕн асаттесемпе асаннесен чĕринче упранаççĕ.

«Тăван çĕр-шыв чысĕшĕн пуçна ан шелле», – тенĕ чăваш. Çук, шеллемен. Ытти пин-пин чăваш ывăлĕ-хĕрĕпе пĕрлех пирĕн Катькас ял тăрăхĕнчи 12 ялтан фронта 850 çын тухса кайнă, вăрçă хирĕнче 430 салтак пуçне хунă, 420-шĕ таврăнма пултарнă. Анчах та вăрçăри йывăр сурансене пула вăхăтсăр нумайăшĕ çĕре кĕнĕ. Паянхи кун пĕр вăрçă ветеранĕ çеç пурăнать. Анаткас ялĕнче çуралса ÿснĕ Григорьев Василий Григорьевич.

Василий Григорьевич Григорьев Аслă Çĕнтерĕве çывхартма пысăк тÿпе хывнă. Василий Григорьевич 1926 çулхи майăн 2-мĕшĕнче Анаткас ялĕнче çуралнă. Василий 17 çула та çитеймен-ха, апла пулин те вăл 1943 çулхине вăрçă хирне тухса кайнă. Ăна тата унпа пĕрле пулнă салтаксене Инçет Хĕвелтухăçне илсе çитернĕ. Яппунсемпе вăрçă пуçланиччен пехотăра пулнă. Чăваш каччи ыттисемпе танах тĕрлĕ çапăçăва хутшăннă. Василий Григорьевич каланă тăрăх, Маньчжурирен çичĕ салтак каялла таврăннă. Чăваш каччине – Василие – тăшман пульли амантнă та, салтак тăнне çухатнă. Юрать-ха вăл тăшман аллине лекмен. Фронтри юлташсем пулăшнăран ăна вилĕмрен çăлса хăварнă. Вăрçă пĕтнĕ хыççăн та Василий Григорьевичăн Çичĕ çул хушши çар ĕçне пурнăçлама тивнĕ. Тăван килне 1951 çулта çеç таврăннă. Вăрçăри паттăрлăхшăн нумай медале тивĕçнĕ. 

Тăван тăрăха таврăнсан «Рудкинский» вăрман хуçалăхĕнче тракторпа ĕçленĕ. Ялта строительство ĕçĕнче тăрăшнă. Нимĕнле ĕçрен те ютшăнса тăман. Апполина Николаевнăпа çемье çавăрса икĕ ачана пурнăç çулĕ çине тăратнă. Шел пулин те, паянхи куна мăшăрĕпе ывăлĕ ĕмĕрлĕхех пирĕнтен уйрăлса кайрĕç.

Паянхи куна Василий Григорьевич ывăлĕн мăнукĕн çемйипе савăнса пурăнать.

Эпир хисеплĕ ветерана нумай çул пурăнма çирĕп сывлăх сунатпăр!

А. Угарова, Катькас ял библиотекин ертÿçи

 

Территориальный отдел "Кадикасинский" Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика