МБУК "ЦБС" Моргаушского района ЧР

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

У нас новый сайт библиотеки! Этот сайт не актуализируется, приглашаем ознакомиться с работой библиотек Моргаушского района на сайте http://mbuccbsmorgau.rchuv.ru 

Новости » Литература каҫӗ «Сумлӑ ентеш»

18:09 13 марта 2020 г.

Пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Василий Сипет ҫуралнӑранпа 80 ҫул тултарчӗ.

Кирек мӗнле кӗнекене те ҫыравҫӑ вулаканшӑн ҫырать. Ҫавна май хайлавӗсем мӗнле туйӑм ҫуратнине, паллах, кашни ҫыравҫӑн пӗлесех килет. Ҫыравςăсемпе тĕлпулусем ирттерни вулаканшăн та питех те кирлĕ.

Пуш уйăхĕн 13-мĕшĕнче Хорнуй библиотекинче пирĕн сумлă ентешĕмĕр Василий Николаевич Сипетӗн 80 ҫул тултарнине халаласа литература каҫӗ иртрӗ. Ку тĕлпулăва аслă ςулсенчи вулакансем пухăнчĕς. Малтанах библиотека ĕςченĕсем Василий Сипете ҫуралнӑ кун ячӗпе саламларĕς, телей, ӑнӑҫу, сывлӑх, ςĕнĕ ςитĕнӳсем, ĕςлеме вăй-хал сунчĕҫ.

Кайран вара Василий Николаевичӑн «Лачака», «Аслатиллĕ ир», «Калавсем» тата «Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта» кĕнекисем тӑрӑх калаҫу иртрĕ. Вулакансем хӑйсен шухӑш-кӑмӑлĕсене пĕлтерчĕҫ, тĕрлĕ-тĕрлĕ ыйтусем пачĕҫ ҫыравҫӑна, литературӑн  тертлĕ ĕҫĕнче яланах ӑнӑҫу сунчĕҫ.

Василий Сипет ҫакна каласа пачӗ. 1958 ҫулта вӑл Ильинкӑри вӑрман касакан заводра ӗҫленӗ вӑхӑтра чирлесе ӳкнӗ. Больницӑра сипленнӗ вӑхӑтра литература ӗҫне сӑвӑсем ҫырнинчен пуҫланӑ. Псевдоним Сипет - «ырлӑх» пӗлтерни ҫинчен каласа пачӗ. 2020 ҫулта «Вутлӑ вӑрҫӑн хура мӗлки» роман тухасси ҫинчен пӗлтерчӗ. Василий Николаевич ашшӗ пирки историллӗ хайлав ҫырма ӗмӗтленет.

 Тӗлпулу вӗҫленсе пынӑ май библиотекарьсем юбиляра творчествӑлла ӑнӑҫупа телей, ҫирӗп сывлӑх сунчӗҫ.

Муниципальное бюджетное учреждение культуры «Централизованная библиотечная система» Моргаушского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика