Хирпосинский территориальный отдел Вурнарского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Чи маттур асанне, кукамай» конкурс

07:42 08 марта 2020 г.

     Ҫуркуннехи чи илемлĕ уява, пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне, Рункă ялĕнче питĕ хаваслă ирттерчĕç.

      Ялти клуба халăх йышлă пуçтарăнчĕ. Вĕсене саламлама Хирпуçĕнчи культура çурчĕ çумĕнчи «Шăпчăксем» ушкăн килсе çитрĕ. Программăра концерт тата «Чи маттур асанне, кукамай» хаваслă конкурс пулчĕ. Хирпуç хĕрĕсем курма килнĕ çынсене чуна тыткăнлакан юрăсемпе, илемлĕ ташăсемпе савăнтарчĕç.

     Уйрăмах конкусра хăйсен пултарулăхĕпе палăракансене асилсе хăварас килет: Андреева Любовь, Александрова Ольга, Никитина Надежда, Лукина Ирина, Феофанова Светлана. Пурте питĕ хастар пулчĕç. «Чи маттур кукамай» ятне Андреева Любовь çĕнсе илчĕ.

      Уява ирттерме пулăшакана Николаев Олег Петровича ял-йышран тата «Шăпчăксем» ушкăнран питĕ пасăк тав. Ҫакăн пек савăнăçлă каçсем ытларах пуласса шанас килет.

Хирпосинский территориальный отдел Вурнарского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429235 Чувашская Республика, Вурнарский район, д.Хирпоси, ул.Советская, д.37
Телефон: 8(83537) 62-0-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика