Яльчикский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » 90 лет исполнилось жительнице села Байдеряково Ольге Николаевне Петровой

17:10 05 марта 2020 г.

Мартăн 4-мĕшĕнче Патреккелĕнче пурăнакан Ольга Николаевна Петрова 90 çул тултарчĕ. Çак çула çитсе пурнăçри хăш та пĕр пулăм манăçать пулĕ, анчах хаяр вăрçă çулĕсем хĕрарăм асĕнчен нихăçан та тухмаççĕ.

Фашистла Германи пирĕн çĕршыв çине тапăнса кĕнĕ хыпара пуçласа илтни пирки çапларах аса илет Ольга Николаевна:

- 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕ питĕ пăлхануллă кун пулчĕ. Эпĕ ун чухне вунпĕр çулхи хĕрачаччĕ. «Вăрçă пуçланнă, вăрçă пуçланнă!»- шавларĕ халăх çак кун. Унăн хаярлăхне малтанхи тапхăрта эпир ăнлансах та кайман пуль.

Ольгăн ашшĕне - ăста тимĕрçĕне Николай Констанинович Кузнецова (вăл 1909 çулта кун çути курнă) ялти ытти вăйпитти  арçынсемпе пĕрле вăрçа илсе кайнă.

Вăрçă çулĕсем пирки каласа панă чух кинемин куçĕсем шывланаççĕ.

- Вăл вăхăтра пурин те шăпи пĕрешкел пулчĕ. Пĕр эпир анчах мар, çĕршыври пур çын та йывăр нуша тÿсрĕ. Кашни килтенех çывăх çыннисене вăрçа ăсатрĕç. Чылайăшĕ ашшĕне, пиччĕшĕ-шăллĕне, ытти тăванне вăрçăран кĕтсе илеймерĕ. Фронтран  таврăннисем те пысăк нушаллăччĕ, ытларах пайĕ аманнăччĕ. Асаттепе асаннен пурĕ 6 ача пулнă. Икĕ ывăлĕ - манăн аттепе Евмений тете (1916 çулта çуралнă) çапăçу хирĕнчех юлнă. Вĕсем вилни çинчен пĕлтернĕ çырусене пĕр вăхăталлах илтĕмĕр. Атте 1943 çулхи январĕн 14-мĕшĕнче, Евмений тете çак çулах февралĕн 22-мĕшĕнче вилнĕ. Иккĕшĕн ятне те «Астăвăм» кĕнекене кĕртнĕ. Аттене Воронеж облаçĕнче Михайловский хуторта, шăллĕне Луганск облаçĕнчи Лутугинск районĕнчи Елизаветовка ялĕнче пытарнă.

Атте вăрçа тухса кайсан йывăр ĕç пурин хулпуççийĕ çине тиенчĕ. 4 ачапа тăрса юлнă аннене уйрăмах йывăр килчĕ. Ăна пăртак та пулин пулăшас тесе эпир пучах пухма, пăрçа вырма çÿреттĕмĕрччĕ, хушнă пĕр ĕçрен те пăрăнман. Йĕтем çинче те пилĕк авнă.

Петровсем - Ольга Николаевнăпа Владимир Васильевич 6 ача çуратса ÿстерсе тивĕçлĕ воспитани панă, вĕрентсе пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Шел пулин те, Владимир Васильевич 70 çулта пурнăçран уйрăлчĕ.

Ĕç ветеранĕ Ольга Николаевна паянхи кун Николай ывăлĕн çемйипе пурăнать. Кун-çулĕнче темĕнле тĕрлĕ нуша курнă пулсан та йăвашлăхĕпе уçă кăмăлĕ çухалман унăн, ырă малашлăха шанаслăх пысăк.

- Текех усал вăрçă ан кĕрлетĕр çĕр чăмăрĕ çинче. Эсир яланах тăнăç та лăпкă пурнăçпа пурăнăр, - тет вăл 7 мăнукĕпе 7 кĕçĕн мăнукне лăпканă май.

 

Яльчикский территориальный отдел

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика