Сабанчинский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Собрание граждан в Малой Ерыкле и Тораево

15:28 28 февраля 2020 г.

Намеченные собрания граждан прошли и деревнях Малая Ерыкла и Тораево.

Выступление перед населением главы Сабанчинского сельского поселения Алексея Владимировича Трофимова с отчетом о проделанной работе за 2019 год был воспринят с интересом.   Алексей Владимирович ответил на вопросы граждан по благоустройству населения, содержанию дорог местного значения, уличного освещения, содержанию пожарной машины.

   В собрании приняли участие заведующий отделом ЗАГС администрации Яльчикского района Надежда Петровна Баймушкина, участковый уполномоченный полиции Ольга Коротина.

В своем выступлении Надежда Петровна Баймушкина рассказала об итогах развития района и достигнутых успехах, о демографической ситуации по району.

УУП Ольга Коротина ознакомила с информационно-аналитической запиской о преступности на участке, о мерах по предупреждению преступности, о необходимости быть бдительными по отношению к мошенникам.

 

 

Тӑрӑм ял тӑрӑхӗнче

2019 çулта пурнӑҫланӑ ěçсем ҫинчен

 

 Ырă кун пултăр, хисеплě ял çыннисем,  килнě хăнасем.

Малалла   эпир  Тарам ял администрацийě 2019-мěш çулта пурнăçланă  ěçě-хěлне тишкерсе тухатпăр  тата 2020 çулта  мěнле  ěçсем туса ирттермеллине  палăртасшан. 

   Каласа хӑвармалла, Тӑрӑм  ял поселенийӗ хăйěн ěçне  Раççей Федерацийěн тата Чăваш Республикин вырăнти самоуправлени çинчен калакан  законěсемпе тата  Тарам ял тарахен депутатчесен Пухăвěн йышăнăвěсемпе, Уставпа килěшÿллěн пурнăçлать.   2019 ҫулта 62 администраци йышӑнӑвне, 42 хушу, депутатсен Пухӑвӗн 32 йышӑнӑвне ҫирӗплетнӗ. Тӑрӑм  ял поселенийӗн Уставне ФЗ килӗшÿллӗн 2 хут улшӑнусем кӗртнӗ. Халӑха 600 ытла терлӗ справкапа тивӗҫтернӗ. Çавăн пекех ял поселенийěнче халăхпа тěл пулса калаçма информации кунěсем иртрěç.

   

** Тӑрӑм ял тăрăхĕнче февралӗн 1-мӗш тӗлне 6 ялта 560 хуҫалăхра (вӑл шутра 379 хуҫалахра сынсемпуранаҫҫӗ, 67,8 %) 1272 ҫын пурăнать, вăл шутран:

             арҫынсем 646 ҫын, хĕрарăмсем – 626 ҫын,

             18 ҫула ҫитмен ачасем 187 ача (15%): вал шутран 95 арҫын ача, 92 хӗрача,

             18 ҫултан пусласа пенсии ҫулне ҫитменарҫынсем -431 ҫын, хӗрарёмсем-273 ҫын, пурӗ 704 ҫын (55 %),

             пенсионерсем 381 ҫын (30%): вӗсенчен хӗрарӑмсем- 261 ҫын, арҫынсем- 120 ҫын.

   80 ҫултан иртнӗ ҫынсем 113 (9 %), вӑл шутран-23 арҫын, 90 хӗрарӑм.

Чи ваттисем: арсынсенчен-Михайлов П.М. (04.06.1925 ҫ., 95 тултарать),                                    хӗрарӑмсенчен- Игнатьева Е.С. (09.05.1921 ҫулхи, кӑҫал 99 ҫул тултарать).

   90 ҫултан итрнисем-12 (тарам-2, тип тимеш-2, тармаш-3, анатри тимеш-3, х. сыр-2). (2017 ҫулта ял тăрăхĕнче 90 ҫул тултарнисем 8 ҫын пулнӑ), 95 ҫултан иртни 3 ҫын (Игнатьева Елена Савастьяновна, Осипова Елизавета Осиповна, Никитина Елизавета Ивановна).2019 çулта 90 çул тултарнӑ ентешсене Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ   паракан открыткине пама хутшăннă. Çак паллă кунсене   Тӑрӑмра пурăнакан Осипова Тамара, Тӑрмӑшри  Зайцева Лиди Анатри Тимешри Иванова Раиса паллӑ тунӑ.

 

      **Халăх йышӗ улшăнса пынине илес пулсан, ял тӑрӑхӗнче 2019-меш çулта пурě 4  ача çуралнă (1 Тарамра, 1 Анат Тимешре, Тӑрмӑшра-1, Тип Тимешре-1), 21  çын вилнě (Тарамра-5, Тип Тимешре-4, Анат Тимешре- -2,  Тӑрмӑшра-9, Хӗрлӗ Ҫырта-1). Ҫамрӑксем 1 ҫемье ҫавӑрнӑ, 4 мӑшӑр уйрӑлнӑ. Тепӗр тӗрлӗ кӑтарту- 50 е ытларах ҫул пӗрле пурӑнакан мӑшӑрсем 23: Тарамра-11, Тип Тимешре-3, Анат Тимешре- -2,  Тӑрмӑшра-8. Ҫакӑн пек ҫемъесене Елчӗри ЗАГС уйрӑмӗнче чыс тунине йӑлана кӗртнӗ, унта пирӗн поселении мӑшӑрӗсем те хутшӑнаҫҫӗ.

      Ял тӑрӑхӗн 6 ялӗнче   3 е ытларах ачаллă çемье -14, вӗсенче 44 ача ҫитӗнет. Ача усрава илнӗ ҫемье -1,  7 ача пурӑнать.   Тулли мар çемьесем 11 шутланаççĕ, вĕсенче 15 ача ситĕнет.

 

** Ял тăрăхĕнче пурăнакансенчен 319   ҫын ҫар учетĕнче тăрать, вăл шутран 1 офицер. Первоначальный учета кӑҫал 25 ачана илмелле, призывниксем 5   ҫын, паянхи кун 9 ҫамрăк Раҫҫей ҫарĕнче службăра тăрать. Ял тāрāхēн администра-цийēнче ятарласа ҫур ставкапа инспектор ӗçлет. Ăна тытса тӑма 89 940,00 т. укҫа тӑкакланӑ, 68 537,63 тенке ӗҫ   укҫи тÿленӗ.                                 

     Вăрçă участникěсем тата вăрçă инваличěсем- 1 (Хӗрлӗ Ҫырти Михайлов П.М.), салтак арамӗсем- 6.

 

Тӑрӑм ял поселенийěн бюджетне илес пулсассăн, 2019 çулта пурě 1 365 600               тенкě тупăш кěнě,

Налоговый и неналоговый тупăшсем  1 401 981,82 кěнӗ,

- çěр налукě- 467 000,00 тенкě, 

- арендăна панă çěрсемшěн –                     тен.

налог на имущество физических лиц   - 299 355,00 тен. 

       

 

    **  Ял поселенийěн администрациӗнче   пурӗ 5 ҫын ӗҫлет, вырӑнти бюджетран пурě 915 230,00 тенкине ял поселенийěн администраци ӗҫченӗсене тытса тăма тăкакланă.   Администрацинче усӑ курнӑ электричествошӑн   158 828,62 пин тенкӗ тӑкакланӑ. администраци ҫуртне газпа ӑшӑтма    170 857,19 тен. тÿленӗ.    Клубсене тытса тӑма 690 366,33 тен. тӑкакланӑ, сав шутран- светпа газшан 121 677,34   тен., ӗҫ укси тлеме-233 661,01 тен.

      

 ** Ял-хуçалăх ěçне илес пулсан: 

Ял территорийěнче СХПК «Рассвет», ООО «Урожай» тата 8 фермер хуçалăхě.   Фермер хуçалăхěсем ытларах тěш-тырă туса илессипе ěçлесе пыраççě. Кěрхи тата çурхи уй-хир ěçěсене те фермер хуçалăхесем, çанталăк пăтăрмахесене пăхмасăрах, вăхăтра тата тивěçлě шайра туса илеççě. Иртнě çул ял хуҫалӑхӗсенче (СХПК, ООО, КФХ) 1 гектартан вӑтамран 31 цетнер тěш-тырă туса илнě.

Уйрăм хуҫалăхсемпе илес пулсан, кӑтартусем ҫакăн пек:

   «Рассвет» хуçалăхра 561   пуç ене выльах, вāл шутран саваканнисем-177 савакан ене. 2019 султа пер енерен 7082 л сет суса илне. Сыснасен йыше-843 пус, амисем-37.

«Рассвет» СХПК-ра тēш –тырā ватамран   1 гектар синчен   48 ц пухса илне.

«Рассветра» 45 çын ēçлет, вāтам ēç укçи 22 985 тенкēпе танлашать.

 

     КФХ «Тихомиров Б.И.» - тӗш- тырӑ 1 га – 32,5 ц, пур 160 гектар синчен 5200 ц пустарна, КРС пурӗ 72 пуҫ, вӑл шутран сӑвӑнакан ӗнесем 27 пуҫ, 2019 улта 170 т ст сунӑ. Хуҫалӑхра 2 ҫын ӗҫлет, вӑтам ӗҫ укҫи 18 735 тенкӗпе танлашать. Доход 6 738 000 тен, 430 000 прибыль пулна.

     КФХ «Гаврилов О.П.»: пурӗ ҫӗр 67 га; 44 ҫинче тӗш- тырӑ туса илет, 1га – 32 ц тыра тухнӑ. Ĕне пуҫӗ пурӗ 28 пуҫ, вёл шутран сӑвӑнакан ӗнесем 12 пуҫ, 2019 ҫулта 70 т. сӗт сунӑ. Хуҫалёхра 1 ҫын ӗҫлет: вӑтам ӗҫ укҫи 11 290,00 тенкӗпе танлашать. Хусалахра 3 трактор, 1 комбайн.

   КФХ «Соловьева И.А.» 52 га ҫӗр, 20 гектар синчен пурӗ тӗш- тырӑ 765 т пустарна, 1га - 30,5 ц. КРС пурӗ 37 пуҫ, вӑл шутран сӑвӑнакан ӗнесем 15 пуҫ, 83 т сӗт сунӑ.

 

  Фермер хуçалăхěсем ял территорийěнче çавăн пекех нумай çул ÿсекен курăк ÿстереççě, выльăх-чěрлěх усраççě.  Килти хушма-хуçалăхра пурě  278    пуç ěне-выльăх,  вал шутран   161 пуҫ сăвакан ĕнесем; 632 пуç   сурăхпа качакасем,   3480     пуç кайак-кěшěк усраççě. Самах май каласан, хуçалăхсенче  савакан енесен йышě пер шайра пырать. Сěт пуçтарас енěпе  Тарампа Кипес ялěнче Александров Михаил Геннадиевич, Анатри Тимеш ялӗнче Смирнова Наталия, Типтимеш яленче Лукиянов Алексейпа Смирнова Наталия, Тӑрмашпа Хӗрлӗ Ҫыр ялěнче Емельянова Альбина тăрашса ěçлеççě.

       

        Паянхи кун ял территорийěнче халăха ěç вырăнěпе тивěçтереме йывăртарах, çавăнпа кашни харпăр-хăй çěр пайěпе уйрăлса тухасси сарăлса пырать. Вěсем тěш-тырă, утӑ-улӑм, çěр улми туса илсе çемье бюджетне пуянлатаççě. Ҫӗр пайӗсемпе уйралса тухнисем:

-Тип Тимешре: 6 сын 15 пайпа тухна,

-Анатри Тимешре:4 сын 10 пайпа тухна,

- Тарамра: 1 сын 7 пайпа тухна. (11 сын, 32 пай)

 

     Пурě пирěн ял тăрăхěнче 1174  ҫӗр пайӗ (земельная доля), çав шутран 1102 çěр пайне регистрациленě, вал 93,86 % пулать (районӗпе 93,65 %),  167 ҫӗр пайне Тӑрӑм ял тӑрӑхӗн администрацийӗ хӑй ҫине куҫарса  КФХсемпе предприятисене арендӑна пана, унсӑр пуҫне тата 72 ҫӗр долине регистрации туман.

   Çавăнпа та кам çěр пайěпе усă курмас е регистрацилемен пулсассăн ял тӑрӑхӗн администарцине пырса заявлени ҫырса  ҫак ҫӗр пайӗсенчен отказаться тумалла. Е камăн тăванěсем  вилнě, анчах çěр пайне регистрацилемен пулсассăн,  вилнě хучěпе ял тӑрӑхӗн администарцине пымалла, специалистсем сире  тивěçлě  хурав парěç. Регистрации туман ҫӗрсем Тарампа Кипес яленче 44 доля, Тӑрмашпа Хӗрлӗ Ҫыр яленче 15 доля, Тип Тимеш яленче 1 пай, Анатри Тимеш яленче 12 доля.

       

**Ял территорисене тирпей-илем кěртессипе нумай тăрăшрăмăр. Ял администрацийěпе   культура ěçченӗсем иртнӗ ҫулсенче халăха явăçтарса  урамсене тирпей-илем кěртессишěн тата çырмасене çуп-çапран тасатассишěн пěтем вăя хурса ěçлерěç. Палӑртас килет, мусор вӑхӑтлӑх пуҫтармилли 12 будкӑ туса лартни те питӗ вырӑнлӑ.

       Масарсене тасатасси пирки каласа хӑварас килет:    Ку ěçре ял халахе та кашни çулах активлă хутшăнать, Ял тарахенче пуранакансене малашне те çак ěçре активла хутшăнма чӗнсе  хăварас килет.

Тӑрӑм ял поселенийӗнче ултӑ ялта 7 масар, вӗсенчен Анатри Тимешре иккӗ. Унсӑр пуҫне Хӗрлӗ Ҫыр ялӗнче Чӑваш наци конгресӗн хастарӗсем тӑрӑшнипе ХV11-ХV111 ӗмӗрсенчи   чул юпасене ҫӗнетнӗ. Ҫак «Кивӗ масара» чаваш патшалӑхӗ сыхлать.  

   Тӑрӑм ял поселенийӗн администарцийӗ пур масарсен лаптӑкӗсене те виҫтернӗ, регистрации витӗр тухнӑ. Тӑрӑмра тата Тӑрмӑшра масар лаптакӗсене виҫсе пысӑклатнӑ.

Поселени администарцийӗнче ялсенчи масарсем ҫинче пытарнисене шута илсе пыраҫҫӗ: 2014 ҫулхи   4-мӗш постановленипе килӗшÿллӗн «Журнал захоронений» ҫырӑнса пырать. Сӑмахран, 2019 ҫулта   6 ялта 27 ҫынна пытарнӑ, 13 арҫынпа 14 хӗрарӑм; ҫав шутран 6 ҫынна аякран илсе килсе пытарнӑ. Ялсем ҫине пайласан: Тӑрӑмра -6 , Кипеҫре пытарман, Тип Тимешре- 7, Анатри Тимешре -2, Тӑрӑмӑшра-11, Хӗрлӗ Ҫырта-1. 2018 ҫулта-28 ҫынна пытарнӑ пулнӑ, 5 ҫын урӑх ҫӗртен.

Кашни ҫулах масарсем ҫинче май –июнь пуҫламӑшӗнче Троица уявӗ умен субботниксем иртеҫҫӗ. Ĕҫе йӗркелесе яракнсем- ял старостисем: Кириллов В.В.,Тӑрӑм, Соловьева В.В., Тӑрӑмӑш, Александров О.В., Анатри Тимеш, Сергеева Е.А., Кипеҫ. 2019 ҫулта Тип Тимеш яӗнчи масар   ҫинче питӗ пысӑк ӗҫсем туса ирттернӗ: масар ҫине ҫӗнӗ пÿрт туса хӑпартрӗҫ, киввине пӑсса тирпейленӗ, кив масар лаптӑкне клен вӗтлӗхӗнчен касса тасатрӗҫ. Ҫак ӗҫе йркелесе яракансем- ялта тата хулара пурӑнакан ҫамрӑксем. Тип Тимешре виҫӗмҫул вӗренесене тӗпрен кӑкланӑччӗ, анчах усси ҫук, ҫу каҫиччен 3-4 метр ҫÿллӗш пулса кайрӗҫ. Ҫакӑн пекех Тӑрӑмӑш ял масаре ҫинче те клен хуҫаланать.

Анатри Тимешре кашни ҫул масар юписене шуратсах тӑраҫҫӗ, ҫӗнӗ масар ҫинче 7 ҫул каялла лартнӑ чӑрӑшсем ҫÿллӗ ÿссе кайнӑ. Тарӑмри пысӑклатнӑ масар ҫине те хырпа чӑрӑшсем лартнӑ. Ҫак йывӑҫсене ахаль суйласа илмен: пур масар ҫинче те вӗрене асса кайнӑ, кашни ҫулах касса тӑратпӑр пулин те, вӗрене питӗ хӑвӑрт ӗрчесе каять.

Анатри Тимешре, Хӗрлӗ Ҫырта тата Тӑрмӑшра масар картисене веҫех тӗпрен улӑштарнӑ. Ҫакӑн пекех кӑҫал Тип Тимеш ялӗсенче   те мал енчи картине тимӗр карта тӑвасшӑн.

Палӑртса хӑварасшӑн: масарсем ҫинче иртекен субботниксене пур ялта та хастар хутшӑнаҫҫӗ, халӑх хӑйӗн пуҫарулӑхӗпе тӗрлӗрен ӗҫсем ирттерет.

 

 

    **ҪУЛСЕМ: 2019 çулта ял урамӗсем хушшипе выртакан ҫулсен тӑршшӗ -11   895 м, асфальт сарнӑ ҫул тӑршшӗ- 1 849 м.

Тӑрӑм ялěнчи Полевая (80 000,00 т.), Луговая (40 000,00 т.), Тӑрмӑшри Северная урамри (60 000,00 т.) тата Кипеҫри Восточная (120 400,00 т.)   урамсене 300 400,00 тенкӗлӗх вак чул тăкса юсав ӗҫӗсене ирттернӗ. Урамсенче тӗттӗм вахатра ҫутӑ çутма   32 538,36   тенкě      тăкакланă. 6 ялта свет юписем ҫинче 88   лампочка ҫунать, 2019 ҫулта 21 лампочка вырнаҫтарнӑ, весене илсе лартма 10 000,00 тенкӗ расхутланӑ.

       Иртнě хěлле урамсене юртан вăхăтра тасатса тăма тăрăшатпăр, ку ěçе тума СХПК «Рассвет», КФХ «Тихомиров Б.И.», КФХ «Гаврилов О.П.», «Петров С.С.» хуҫалӑх ертÿҫисемпе  килěшÿ турăмăр, мěншěн тесен юр хырса тăма весен вайлă техника пур. Эпир вěсемпе  пěр-пěрне ăнланса, тачă сыхăнса ěçлесе пыратпăр. Пурӗ ҫулсене юртан тасанса тӑма 150 пин тенкӗ уйрнӑ.

 

**2019 çулта халӑх инициативипе ҫак ӗҫсене туса ирттернӗ:

1) 6 ялта 714 795,80 тен. 12 контейнер площадкисемпе мусора вӑхӑтлӑх усрамалли будкӑсем вырнатарнӑ,

2) Тип Тимешре 582 874,00 тенкӗлӗх Молодежная урампа Молодежная тӑкӑрлӑкри ҫулсене юсанӑ.

     Унсӑр пуҫне,

     -Тип Тимешри Садовая урамра ҫул сарнӑ. Ăна тума 11 045 605,00 тенкӗ тӑкакланӑ.

     -Тӑрӑм ялӗнче Святой Архангел Михаил чиркӗвне уҫнӑ.

     - Икӗ ялта –Тӑрамра тата Тип Тимешре- яла кӗнӗ ҫӗрте хитре стеллӑсем вырнаҫтарнӑ. Вӗсене тума Тӑрамра «Рассвет» СХПК, пӗртӑван Алексеевсем, Краснов уйрӑм предпринимательсем, Тип Тимешре- ялта тата хулара пурӑнакан ҫамрӑксем тӑрӑшнӑ.

   - Кӗҫӗн Пӑла урлӑ хывнӑ висячий моста юсанӑ.

        

       ** СОЦИАЛЛÃ ОБЪЕКТСЕМ: Ял тăрăхěнче çыхăну уйрăмě ěçлет, унта 4 çын вăй хурать. Вěсем ял халăхне  тěрлě хаçат-журналпа  тата         пенсионерсене пенçи укçипе тивěçтереççě.  Ял çыннисенчен тěрлě тулевсем (çутă, газ, телефон, налук) пухассине йěркеленě. Çыхăну уйрăмне 2 компьютер лартса панă.      

  Çавăн пекех перекет касси вырнаçнă, унта Григорьева Надежда Валерьевна тăрăшса ěçлет. Перекет кассии эрнере ике кун- юнкун тата шаматкун ěçлет.

    Пирěн ял тăрăхěнче 3 фельшерпа акушер пункчě (ФАП). Вěсенче 3 фельдшер, 2 техничка тăрăшаççě, Медицина ӗҫченӗсем пирки лайӑх сӑмах ҫеҫ калас килет.

      **Суту-илÿ енěпе илсессěн:

   Халаха тěрлěрен таварсемпе тивěçтерес тěлěшпе ял территорийěнче 6 суту-илÿ точки ěҫлет;

– Елчек район потребкооперацин Тӑрам тата Типтимеш ялěнче вырнаçнă икӗ магазин,

 -4-ше уйрӑм предпринимательсен.

  Ял территорийěнче 1 культура та 1 библиотека вырнаçнă, вӗсенче 4 çын ěçлет.

   

** СПОРТ: Тӑрӑм ял тăрăхěнчи çынсем ěçпе çеç мар, спортпа та туслă. 2019 çулта районта иртекен кашни спорт мероприятине хутшӑннӑ, командӑсем тӑратнӑ.    

Февраль уйахěнче кашни ҫул иртекен «Лыжня России» иртернě, унта шкул ачисем тата ял халӑхӗ  хутшӑнчӗ. Районти 23 февральте   иртекен арынсен фестивальне те вӑйлӑ команда тӑратрӑмӑр, район акатуйнче иртекен спорт вӑййисене хутшӑнса спортсменсем малти вырӑнсене йышнаҫҫӗ.

 

 

 

 

Малалла кӑҫал, 2020 ҫулта, мӗнле ӗҫсем туса ирттерме палӑртни ҫинчен чарӑнас:

 

чи малтанах – майан 9 –мӗшӗнче Аслӑ Ҫӗнтерÿ 75 ҫул тултарнине чаплӑн уявласси,

                          сентябрьте-вырӑнти влаҫ тытӑмӗсене суйлав иртересси,

                           кӗркунне- пӗтӗм Раҫҫейепе иртекен переписе хутшӑнасси.  

 

Унсӑр пуҫне, хамӑрӑн ял тӑрӑхӗнче тумалли ӗҫсене те палӑртса хунӑ. Вӗсенчен пӗр пайне инициативное бюджетировани программӑпа килӗшÿллӗн пурнӑҫласшӑн:

1) 337 039,00 тенкӗлӗх Тип Тимеш ялӗнче масар патне каякан ҫула юсамалла.

2) 394 828,00 тенкӗлӗх Анат Тимешре масар ҫинче пÿрт тума палӑртнӑ,

3) 356 140,00 тенкелӗх Тӑрӑм яленчи масар картин мал енне улӑштармалла.

 

Кунсӑр пуҫне,

1) Хӗрлӑ Ҫырта водобашняна ("Капитальный ремонт водозаборного узла системы водоснабжения д. Полевые Козыльяры Яльчикского района ЧР") 1 396,38 тен.,

2) Тӑрӑм ялӗнче спортплощадка (Создание и благоустройство территории по ул. Центральная в с. Сабанчино Яльчикского района Чувашской Республики) 842 552,00 тен. тума палӑртнӑ.

 

 

 

 

Тата та куллен тухакан ыйтусене татса памаллисем нумай паллах. Вӗсене вӑхӑтра тата кирлӗ пек пурнӑҫлама тӑрӑшӑпӑр.

 

 

     Пирěн ял тăрăхěн пурнăçě малашне те çěнелсе, лайăхланса пырасса шанас килет.  Отчета итлеме кăмăл тунăшăн пурне те тав тӑватӑп. Енчен те ыйтусем пулсан, ыйтса пěлме пултаратăр. 

  

Сабанчинский территориальный отдел Яльчикского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика