Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Афганпа Чечен вăрçисене хутшăннă ентешсене асăнса пысăк стенд уçрĕç

14:50 26 февраля 2020 г.

Хăюллă та маттур яшсем ĕмĕрех хисепре пулнă. Вĕсене пирĕн асра тытмалла. Ахальтен мар вĕсене пирĕн хÿтĕлевçĕсем теççĕ, ятарласа вĕсене хисеплеме çулталăкра нарăсăн 23- мĕш кунне палăртнă. Вĕсем пуррипе эпир тăнăç пурнăçпа пурăнатпăр. Иртнĕ ĕмĕрте çĕр-шыв хăрушлăха кĕрсе ÿксен вĕсем пуррипе Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçинче çĕнтертĕмĕр. Кăçал шăпах та çак çĕнтерÿ 75 çул çитнине палăртатпăр.

Унсăр пуçне çак хÿтĕлевçĕсем пуррипех 1980 çулсенче Афган çĕр-шывĕнче интернационалла тивĕçе пурнăçларăмăр. 1990 çулсенче пĕрремĕш тата иккĕмĕш чечен вăрçинче палăртăмăр.

Нарăсăн 22-мĕш кунĕнче Тури Туçа вăтам шкулĕнче вĕренекенсем Афганпа Чечен вăрçисене хутшăннă ентешсене асăнса пысăк стенд уçрĕç. Ку уява çак вăрçа хутшăннă ентешсем тата Патăрьел районĕн военкомĕ те хутшăнчĕ.

Ку стенда йĕркелеме Афган вăрçине хутшăннă ентеш Мулюков А.В. пысăк пуçару кăтартрĕ. Эпир ăна тав сăмахĕ калатпăр.

Ачасем те парăмра юлмарĕç. Ентешсене хисеп туса пысăк концерт кăтартрĕç. Кайран традицине кĕнĕ «Зарница» вăййи пулчĕ.

Тойсинское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика