Яльчикский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Поздравление главы Яльчикского района И.И.Васильевой и главы администрации Яльчикского района Н.П.Миллина с Днем защитника Отечества

14:56 21 февраля 2020 г.

исеплĕ ветерансем, çар çыннисемпе запасри салтаксем! Хаклă ентешсем!

Сире чĕререн Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ ячĕпе саламлатпăр!

Çĕршыва хÿтĕлесси яланах чи хисеплĕ те яваплă ĕç пулнă. Çак кун эпир Тăван çĕршыва историн тĕрлĕ тапхăрĕнче тăшманран хÿтĕленĕ паттăрсене чыслатпăр. Хÿтĕлевçĕсен харсăрлăхĕ, паттăрлăхĕ, Тăван çĕршыва чунтан юратни уйрăмах Аслă Аттелĕх вăрçи вăхăтĕнче курăннă. Хисеплĕ ветерансем умĕнче эпир çĕре çитиччен пуçсене таятпăр. Сирĕн паттăрлăх нихăçан та асран тухмĕ. Ветерансен ĕçне çĕршыв тулашĕнчи тĕрлĕ хирĕçтăрусене хутшăннă çар çыннисемпе салтаксем малалла чыслăн тытса пынă.
Çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ Раççей хĕç-пăшаллă вăйĕсен ретĕнче паян службăра тăракансен, тăнăç пурнăçа хÿтĕлесе упракан, хăйсен яваплăхĕпе ырă малашлăхшăн тăрăшакан арçынсен уявĕ те. Кашни арçын хăй çемйишĕн кил тĕрекĕ, тăванĕсемпе çывăх çыннисемшĕн çирĕп шанчăк пулма тивĕçлĕ.
Уяв ячĕпе саламласа сире çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, ăнăçу, тăнăç пурнăç сунатпăр.

 Елчĕк район пуçлăхĕ         И.И.Васильева.

Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ        Н.П.Миллин.

 

Яльчикский территориальный отдел

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика