Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пухăнтăмăр уява Татьянăсене чысласа!

15:08 25 января 2020 г.

  Кăрлач уйăхĕн çирĕм пиллĕкмĕшĕнче Раççейре студентсен тата хĕрарăмсен управçин Çветтуй Татьянăн кунне паллă тăваççĕ. Çак уяв ячĕпе маттур та пултаруллă пикесене чыс туса Сител вулавăшĕнче питĕ интереслĕ мероприяти ирттерчĕç.           

 Ирина Лякова кульорганизаторпа Оксана Хомуткина библиотекарь уява пыма кăмăл тунă хĕрарăмсене саламларĕç, çанталăк сиввине пăхмасăр килме пултарнишĕн тав тунă май çак уявăн историйĕпе паллаштарчĕç.        Кайран Сител чиперукĕсем тĕрлĕ конкурспа вăййа хутшăнса хăйсем мĕн пултарнине кăтартса тĕлĕнтерчĕç. Çак кун вĕсем дизайнер, художник, ташăçă, юрăçă вырăнĕнче пулса тус-юлташĕсене савăнтарчĕç, савăк туйăм парнелерĕç. Çавăн пекех вĕсем шÿтлĕ викторина ыйтăвĕсене хурав парса кăмăл туличченех пĕр-пĕринпе ăмăртрĕç. Унсăр пуçне çамрăк чухнехи студент пурнăçне те аса илсе хăйсемпе пулнă кăсăклă самантсем пирки каласа кăтартса култарчĕç. Вăйăсене хастар хутшăннă Антонина Выросовăна хисеп хучĕпе тата асăнмалăх парнепе чысларĕç.                            Уява пухăннисене библиотекарь çыравçăсен çĕнĕ «çимĕçĕсемпе», республика тата районта тухса тăракан хаçатсемпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Уйрăмах пирĕн сăпайлă кил ăшшин управçисем «Тăван Атăл» журнала кăмăлларĕç, хăшĕ-пĕрисем вулама илсе кайма та кăмăл турĕç.

Çапла вара культура ĕçченĕсем вĕсене ырă та çепĕç сăмахсемпе тав туса кĕнекесен «тĕнчине» тата пĕрле ирттерекен мероприятисене час-часах килсе çуреме йыхравларĕç.

Первомайское сельское поселение Батыревского района

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика