Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чӑваш-Сурӑм культура çуртĕнче кивĕ Çĕнĕ çул уявĕ иртрĕ

15:14 13 января 2020 г.

Чӑваш-Сурӑм  культура çуртĕнче кивĕ Çĕнĕ çул уявне  çулсеренех тĕрлĕ енлĕ туса иртереççĕ. Кӑçал уява паллӑ тума Чӑваш-Сурӑм салинче пурӑнакан аслӑ ӑрури çынсем кӑнтӑрлах пуçтарӑнчĕç. Уяв вара питĕ кӑмӑллӑ иртрĕ. Килнĕ хӑнасене уяв  ячĕпе культурӑ ĕçченĕсем саламларĕç, яланах çапла пĕрле пуçтарӑнса савӑнма йыхравласа хӑварчĕç,  иртсе каякан Çĕнĕ çула халалласа тĕрлĕрен тупмалли юмахсен тупсӑмне туптарчĕç, юрӑсем юрлаттарчĕç, ташӑсем ташлаттарчĕç. Тата çамрӑклӑха аса илсе çĕрĕлле те выляса илчĕç. Çĕкленÿллĕ кӑмӑлпа хавхалансах савӑнчĕç пуçтарӑннӑ çынсем. Самаях савӑннӑ хыççӑн уяв  ячĕпе хатĕрлесе килнĕ тутлӑ çимĕçсемпе сӑйланчĕç.

Кĕреке хушшинче ветерансен канашĕн ертÿçин çумĕ пурне те уяв ячĕпе ӑшшӑн саламларĕ, пурне те 2020 çулта сывлặхлặ, телейлĕ пулма сĕнчĕ. Уяв чӑннипех те хаваслӑ та усӑллӑ иртрĕ çак кун.

 Килелле саланнӑ майӑн культура ĕçченĕсене савӑнӑçлӑ уяв туса панишĕн тав сӑмахĕсем каласа уйрӑлчĕç.

 

Чувашско-Сорминское сельское поселение Аликовского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429261, Аликовский район, с. Чувашская Сорма, ул. Советская, д. 26
Телефон: 8(83535) 64-2-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика