Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çĕршыва халаллам вĕçсĕр ода – пурнăç тăршши

15:40 13 декабря 2019 г.

Патăрьел районĕнчи Кивĕ Ахпÿрт ялĕнче çуралса ÿснĕ Марина Федоровна Карягинăн хайлавĕсем тăрăх Кивĕ Ахпуртри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта «Марина Карягина вулавĕсем» конкурса кашни çулах йĕркелеççе. Каçал вăл раштавăн 12-мĕшĕнче вуннăмĕш хут, тĕрлĕрен номинаципе пулса иртрĕ. Сак конкурса автор хăй те килсе çитрĕ. Марина Федоровнăпа пĕрле Шупашкартан сумлă хăнасем те килчĕç: Василий Гаврилович Кервен поэт, Василий Николаевич Пушкин литературовед, Владимир Синдеев телеоператор.

Конкурса хутшăнма кăмăл тăвакансем çулсеренех йышланса пыраççĕ. Поэзие юратакан ачасем сăввисене хавхаланса, çĕкленÿллĕ кăмăлпа каларĕç. Марина Федоровна кашнинех тимле итлесе, вĕсемпе киленсе ларчĕ. Пирĕн ентеш пурне те пысăк тав каларĕ, çĕнтерÿçĕсене парнесем пачĕ.

Çавăн пекех хаклă хăнасем ял библиотекинче те пулса курчĕç. Унăн хайлавĕсем тăрăх кунта та « Çĕршыва халаллам вĕçсĕр ода – пурнăç тăршши» ятлă кĕнеке куравĕ иртрĕ. Çамрăк вулавçă, Арина Каргина, М.Карягина çырнă «Ылтăн панулми» кенекене питĕ килештерни çинчен каласа пачĕ. Чи пĕчĕккисем «Саспалли çĕршывĕнче» кĕнекене алран ямаççĕ. Валентина Мальцева «Кĕмĕл тумлă çар» хайлава тĕлĕнмелле итнереслĕ тесе хакларĕ, мĕншĕн тесен ăна çамрăккисем те, çитĕннисем те, аслисем те юратсах вулаççĕ.

М.Карягина ял библиотекинче хăй те питĕ нумай кенеке вуланине пĕлтерчĕ, вулакансем валли кĕнекесем парнелесе хăварчĕ. Питĕ пысăк тав Марина Федоровнăна парнесемшĕн тата КивĕАхпÿрт ял библиотекине килсех çÿренĕшĕн.

 

 

 

 

Тойсинское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика