Большешемердянский территориальный отдел Ядринского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Етĕрне пики - 2019» конкурс

09:23 03 декабря 2019 г.

Чÿк уйăхĕн 30-мĕшĕнче Тури Ачак тĕп культура çуртĕнче черетлĕ «Етĕрне пики - 2019» курав-ăмăрту иртрĕ. Кăçал унта 5 чипер, сăпайлă та пултаруллă, илемлĕ те яштака пÿллĕ хĕр пике хутшăнчĕç. «Етĕрне пики -2019» ăмăртăва етĕрнесем Раҫҫейре иртекен Театр ҫулталӑкне халалларĕç.

Пикесен ăмăртăвне Етĕрне район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ Алиса Геннадьевна Иванова пуҫларĕ. Вăл пикесене ăнăçу сунчĕ, культура шайĕнче иртекен çĕнĕлĕхсем пирки каласа кăтартрĕ тата çулталăк хушшинче туса ирттернĕ ĕçсемпе паллаштарчĕ.

Чăваш наци конгресĕн Етĕрне районĕн уйрăмĕн ертуси Татьяна Яжейкина тата иртнĕ çулта «Етĕрне пики-2018» ята илме тивĕçлĕ пулнă Олеся Садовникова чипер пикесене ăмăртура хастар пулма сĕнÿсем пачĕç.

Чăваш пикин хастарлăхĕ, ĕçченлĕхĕ, сăпайлăхĕ тата илĕртÿллĕхĕ, кăмăл-сипечĕ - чăваш халăхĕн малашлăхĕн çирĕп никĕсĕ. Çакна Тури Ачак культура керменĕнче конкурса хутшăнакан пикесем те çирĕплетсе пачĕç. Хĕрсем 5 номинацире тупăшрĕç, кашниех хăйне тивĕçлĕ шайра кăтартма тăрăшрĕ.

Конкурса ертсе пыракан Александр Павлов хĕрсене сцена çинче хăйсен пултарулăхне катартма пулашса пычĕ. Чи малтанах пикесем хăйсемпе паллаштарчĕç. Хĕрсем тÿрех куракансене тыткăнларĕç. Вĕсем Етерне тăрăхĕнчи чăвашсен хальхи тумĕн илемне, сумне те ăста кăтартрĕç. Чăваш халăхĕн апат-çимĕçне хатĕрлеме пĕлнине те çирĕплетрĕç пикесем. Хĕрсем хăйсем пысăк тавракурăмлине ыйтусем çине хуравласа кăтартрĕç. Амартăва хутшăнакансем юрă-ташăра та ăста пулнине, сăвă вулас вăрттăнлăхне пĕлнипе палăрчĕç.

Паллах, хаклав ушкăнĕнче ларакансене çăмăлах пулмарĕ. Кăçал конкурса пур енĕпе те пултаруллă та маттур, сăпайлă та ÿркенмен, чăн чăваш чунла пикесем хутшăнчĕç.

Конкурс тăршшĕпех курма килне хăнасене Тури Ачак шкулĕнче вĕренекен Александра Иванова, Тури Ачак культура çурчĕн ĕçченĕ Михаил Долгов хăйсен пултарулăхĕпе тыткăна илчĕç.

Хĕрÿллĕ тупăшура пухнă балсене шутласан "Етерне пики -2019" ята Мăн Шемертен ял хутлăхĕнчи Лариса Степанова пике çĕнсе илчĕ.  "Вице – Етĕрне пики" тата «Куракансем кăмăлланă пике" – Тиньгеш ял хутлăхĕнчи Ольга Иванова пулчĕ. Урпаш ял хутлăхĕн пики Кузьмина Ольга - «Çепĕç пике», Пăрçирлан тăрăхĕнчи пике Айдак Агнесса «Ас пике», Хучаш ял хутлăхĕн пики Федорова Анастасия «Хÿхĕм пике» ята тивĕçрĕç.

 Уяв каçĕн чи хаваслă саманчĕ вара пикесем тĕрлĕ номинацисенче ҫĕнтернипе кăна вĕçленмерĕ. Район ыр кăмăллă çынсемпе пуян, шăпах вěсем пикесене  тĕрлĕ парнесем парса хавхалантарчĕç. Мăн Шемертен ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Альбина Егорова çĕнелнĕ Тури Ачак культура керменĕнче пикесен ăмăртăвĕ савăнăçлăн иртнине палăртрĕ, ялта пурăнакансем кун пек уявсене хапăл йышăннине каларĕ.

Çак конкурса тивĕçлĕ шайра ирттерме пулăшнă ыр-кăмăллă, хăйсен нухратне шеллемен çынсене чун-чĕререн тав тăватпăр, ăнăçу сунатпăр. Пикесене конкурса хатĕрленме пулăшакансене тав сăмахĕсем калатпăр, малалла та ăнăçусем сунатпăр.



 Татьяна Яжейкина ЧНК Етĕрне районĕн уйрăмĕн ертÿçи

Большешемердянский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Ядринского муниципального округа Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика