Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Тав сана, Кĕркунне!

08:04 15 октября 2019 г.

Йĕри-тавра халь ылтăн кĕркунне!

 Çулталăкăн чечен саманчĕ.

Кăвар тăкма пуçларĕ вĕрене,

Кермен пек курăнать вăрманĕ.           

   Чăнах та тавралăх нихçанхинчен хитре. Хăйĕн илĕртÿллĕ тумĕпе пур çынна та тыткăнлать. Шăпах çак илемĕн хуçине Кĕр Пикене тав туса Патăрьел районĕнчи Сител клубĕнче Ирина Лякова культорганизаторпа Оксана Хомуткина библиотекрь йĕркеленĕ «Тав сана, Кĕркунне!» мероприяти иртрĕ. Унта ялти маттур та пултаруллă хастарсем хаваспах хутшăнма хапăл турĕç.          

    Чăн малтанах курма килнисене Кĕр Пике саламласа хамăр пахчасенче туса илнĕ çимĕçсемпе сăйларĕ. Çу каçĕпе ырми-канми ĕçленĕскерсене çакăн пек ăнса пулнă тухăçшăн тав турĕ.          

    Уявăн малаллахи пайĕнче ялти маттурсем куракансене юрă-ташăпа савăнтарчĕç, кăсăклă конкурсене хутшăнса ырă туйăм парнелерĕç. Вăййисем чăннипех питĕ интереслĕ иртрĕç. Унта хутшăнакансем ташласа та, сăвă каласа та, кĕркуннен паллисене тупса та, купăста евĕр тум тăхăнса та ăмăртрĕç.         

   Çавăн пекех кунта Сителĕн пултаруллă артисчĕсем вырăс халăхĕн «Çарăк» юмахне лартса пачĕç. Ăна хальхилле питĕ кулăшла кăтартса залрисене тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕç.         

  «Тав сана, Кĕркунне!» мероприятире «Кĕр парни» выстовкă та ĕçлерĕ. Унта ÿркенмен маттурсем хăйсен аллипе кĕрхи çимĕçсенчен, çулçăсенчен тата ыттисенчен те ăсталанă тĕлĕнтермĕшсемпе паллашма пултарчĕç. Уяв хаваслă ташă каçĕпе вĕçленчĕ. Пурин кăмăлне те çырлахтарчĕ.

Первомайское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика