Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Сăпаса ирттеретпĕр савăнса. Сиделинский б/п

11:28 21 августа 2019 г.

       Çурла уйăхĕн 19-мĕшĕнче православи тĕнне ĕненекенсемшĕн аслă уяв - Пан улми сăпасĕ. Ăна мĕн авалтан пысăк тимлĕх уйăрнă. Сител ял халăхĕ те çак куна яланах аван уявлама тăрăшать. Хальхинче те Пан улми сăпасĕнче пурте пĕр шухăшлăн пулса клуб умĕнчи лапама йышлăн пуçтарăнчĕç. Вĕсем Оксана Хомуткина вулавăш ĕçченĕпе Ирина Лякова культорганизатор хатĕрленĕ «Сăпаса ирттеретпĕр савăнса» мероприятине хастар хутшăнса савăнчĕç.           Йĕркелÿçĕсем уявăн кашни саманчĕ усăллă ирттĕр тесе тăрăшрĕç. Чăн малтанах библиотекарь пухăннисене Пан улми сăпасĕн истроийĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Унтан çак çимĕçрен мĕн-мĕн янтăлама пултарни пирки тата унăн уссăллă енĕсем çинчен каласа кăтартрĕ. Вулавăшра çак кунпа çыхăннă кĕнекесемпе паллаштарнă май илсе вуламашкăн сĕнчĕ.             Мероприятин иккĕмĕш пайĕнче уява пуçтарăннисем ялти клуб ĕçченĕ ирттернĕ тĕрлĕ конкурс-вăййа хутшăнса ăмăртрĕç. Пĕр-пĕринпе тупăшса юрăсем юрласа ташларĕç, сăпас çимĕçне пуçтарчĕç. Ăна хитре сăмахсемпе сăнласа ырларĕç. Çип çинче çакăнса тăраканскерне те пĕр тытмасăр хăвăрт çисе яма та майне тупма пултарчĕç маттур та пултаруллăскерсем.             Çак кун ялти анне-аппасем пан улми çинчен кĕвĕленĕ юрăсене чылай пĕлнипе тĕлĕнтерчĕç. Вĕсем куракансене чăвашлисемпе вырăслисене шăрантарса савăк кăмăл парнелерĕç.             Юлашкинчен пухăннисем асăнмалăх сăн ÿкерттерчĕç, тĕрлĕ халăх ташшисене ташласа киленчĕç.

Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная библиотечная система" Батыревского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика