Алманчинское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Пирĕн Çеçпĕл» курав Шывпуç вулавăшĕнче

11:37 30 апреля 2019 г.

Çеспĕл Мишши – кăвар чĕреллĕ сăвăç, кĕрешÿçĕ, поэзи никĕсне хываканĕ, чăваш халăхĕн мухтавлă та пултаруллă ывăлĕ. Вăл хăйĕн кашни утăмне çут тĕнче вăхăтне ахаль сая ярас мар тесе утасланă. Çеçпĕл хăй халăхне никам çĕклейми еткерлĕх: ĕмĕр çунми чаплă шухăшсем, çап-çуттăн çуталса тăракан хĕлхемсем, чăвашлăх пуласлăхне вăй-хăват паракан кăмăл-туйăм – парнелесе хăварнă. 
Çеçпĕлĕн амăшĕ, Агафья Николаевна, Шывпуç-Чуракасси ялĕнчен. Агафья Николаевна çивĕч чĕлхеллĕ çын, юрă ăсти пулнă, йывăç-курăка, чĕрчунсене, кайăк-кĕшĕке юратнă вăл. Вĕсене курса савăнма пĕлнĕ. Сăвва та, ташша та пултарнă вăл. 
Çеçпĕл Мишши амăшĕнчен ырра нумай вĕреннĕ, чĕкеç чĕлхи туяннă. Амăшĕ ывăлне ĕçчен, хастар, çирĕп чунлă пулма вĕрентнĕ, поэт чунĕ пилленĕ, ачаран тĕнче хитрелĕхне курма хăнăхтарнă. 
Кăçалхи çул Çеспĕл çуралнăранпа 120 çул çитнине паллă тăваççĕ, Агафия Николаевнăна вара – 140 пулчĕ. Шывпуçсемшĕн вĕсем питĕ çывăх çынсем, çавăнпа ку ял çыннисем вĕсемпе мăнаçланаççĕ, вĕсем çинчен нумайрах пĕлме тăрăшаççĕ. Шывпуç вулавăшĕнче «Пирĕн Çеспĕл» курав ĕçлет. Кунта Çеспĕлĕн кĕнекисем, ун çинчен çырнисем, Çеспĕл çеçкисен (çамрăк поэтсен) сăввисем. Курава валли Анисимова (Константинова) Фаина «Пирĕн Çеçпĕл» альбом хатĕрленĕ. Хăй Çĕнĕ Шупашкарта пурăнать пулин те, вулавăшпа çыхану тытать Фаина Тимофеевна. Çавăн пекех кунта Светлана Николаева (вăл Вăрманкас-Чуракассинчен)вулаканăн сăввисем. Вулавăша пынă çынсем куравпа паллашрĕç, сăвăсем вуларĕç. Николаева Светланăн «Чăваш» сăвви вĕсене тыткăнларĕ: 
Чăваш! 
Епле янравлă илтĕнет, 
Уç сасă ирĕке вĕçет, 
Чăвашлăхăмăр çĕкленет…

Алманчинское сельское поселение Красноармейского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429627, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Алманчино, ул.Школьная, 30
Телефон: 8(83530) 31-2-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика