Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Стерлитамакра ăслăлăх конференцийĕ иртрĕ

10:44 10 декабря 2018 г.

2018 çулхи раштавăн 6-мĕшĕнче Пушкăрт патшалăх университечĕн Стерлитамак филилалĕнче «ХХІ ĕмĕрти тĕрĕк филологийĕ: татса паман ыйтусем тата пуласлăх» темăпа ытти çĕр-шыв ученăйĕсем хутшăннипе Пĕтĕм Раççейĕн ăслăлăхпа практика ІІІ конференцийĕ иртрĕ. Конференцие БГУ Стерлитамак филиалĕн тутарпа чăваш уйрăмне уçнăранпа 25 çул çитнине халалланăччĕ.

Ăслăлăх форумне пирĕн институтран Ю.М. Виноградовпа А.С. Егорова доцентсем хутшăнчĕç, докладсем турĕç. А.С. Егоровăн «ФГОСа Чăваш Республикин вĕренӳ организацийĕсенче пурнăçа кĕртни» темине тĕп ларура итлерĕç, ыттисене – секци ларăвĕсенче.

Юбилейра чăваш уйрăмĕн çитĕнĕвĕсене палăртрĕç, преподавательсене чысларĕç. Пирĕн институтăн тата Вĕрĕнӳпе çамрăксен политики министерствин тав çырăвĕпе грамотисене тутарпа чăваш филологийĕ кафедрин доценчĕсем Лира Аркадьевна Афанасьева, Лариса Валерьевна Коротаева тата Наталья Степановна Карпова доцентсем тивĕçрĕç. Чыслав хучĕсене тата тутарпа чăваш филологийĕ кафедрин пуçлăхĕ Илсур Салихьянович Мансуров, пушкартпа тутар филологийĕ факультечĕн деканĕ Райса Хакимовна Илишева та илчĕç.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика