Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Елена Григорьева – «Чи хÿхĕм пике»

16:43 04 декабря 2018 г.

Чÿк уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш наци конгресĕ йĕркеленипе Шупашкарта «Раççей чăваш пики» конкурс ăнăçлă иртрĕ.

 Тутарстан, Тюмень тăрăхĕсенчи тата Чăваш Ен районĕсенчи конкурссенче çĕнтернĕ чиперуксем «Раççей чăваш пики – 2018» ята илессишĕн ăмăртрĕç. Конкурса пурĕ 18 хĕр-пике хутшăнма кăмăл тунă. Пурте пултаруллă, хастар, малкурăмлă.

Кăçал регионсем хушшинчи йăлана кĕнĕ тупăшу ЧНК «Халăхсен наци пуянлăхĕ – Раççей пуянлăхĕ» проекчĕпе килĕшÿллĕн пулчĕ. Чăваш патшалăх культурăпа ÿнер институтĕнче 13 сехетре курма килекен халăха тĕрлĕ куравсем, чăваш эстрада ушкăнĕсем кĕтсе илчĕç.

Уява Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев, ЧНК президенчĕ Николай Угаслов килсе çитрĕç. Вĕсем сумлă тупăшăва хутшăнакансене саламларĕç, пурне те ăнăçу сунчĕç.

Хĕрсем пĕринчен пĕри хитре, маттур та сатур. Пурĕ тăватă тĕрлĕ тупăшу, хăйĕн çинчен калас, пултарулăх конкурсĕ, чăваш апатне хатĕрлесе килсе ун синчен кăсăклă каласа парасси, ăс-тăн конкурсĕ.

Тÿресем хушшинче Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ, ЧНК президиум пайташĕ Юрий Зорин. ЧНК вице-президенчĕ Анатолий Ухтияров, ГТРК «Чувашия» шеф-редакторĕ Владимир Тимофеев тата ытти сумлă çынсем пулчĕç.

Пикесем пур тĕрлĕ конкурс витĕр тухсан, тÿресем баллсене шутласан, «Раççей чăваш пики – 2018» ята Канаш район пики Лидия Пуганова тивĕçрĕ. Иккĕмĕш вырăна тата «Вице Раççей чăваш пики» ята Куславкка хĕрĕ Ангелина Мотова çĕнсе илчĕ.

Муркаш район ятне хÿтĕленĕ Елена Григорьева – «Чи хÿхĕм пике» номинацире çĕнтерчĕ.

Моргаушский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика