13:48 07 ноября 2018 г.
Сисмерӗмӗр – чӳк уйӑхӗ ҫитрӗ те. Çитес ҫул шкултан вӗренсе тухакансем экзамен тытма хатӗрленме пуҫларӗҫ ӗнтӗ. РЦНОТ сайтӗнче чăваш чĕлхипе 2019 çулта тытмалли республикӑн пӗрлехи экзаменӗн тĕслĕх вариантне, кодификаторне тата тӗрӗслевпе хаклав материалӗсен спецификацине кӑларса тӑратрӗҫ.
Республикӑн пӗрлехи экзаменне ирттермелли тӗрӗслевпе хаклав материалӗсен тĕп тĕллевĕ – 9 класс пĕтерекен ачан чӑваш чӗлхипе пухнӑ пĕлĕвне пĕтĕмĕшле аттестаци картинче хакласси.
Тӗслӗх варианта 9-мĕш класс пӗтерекенсене пулас экзамен тытӑмӗпе тата йӗркипе паллаштарма хатӗрленӗ: экзамен ĕçĕн тытăмне ăнлантарнă, ӗҫсен формипе шутне кăтартнă, экзамен ĕçĕсене хакламалли критерисене палăртнă. Пĕлÿ содержанийĕн элеменчĕсене ҫавӑн пекех кодификаторта ҫырса панӑ.
Экзамен 3 пайран тăрать.
1-мĕш пайра – итленĕ текста çывăх изложени çырмалла.
2-мĕш пайра – панă текста тимлĕ вуламалла та ыйтусене хуравламалла. 4 хуравран пĕрне суйласа илмелли 13 ĕç тумалла.
Экзамен ĕçĕн 3-мĕш пайĕнче – итленĕ тата вуланă текстсем тăрăх калăпăшĕ енчен пысăках мар ăслав сочиненийĕ хайламалла.
Вӗренекенсен пӗлӗвӗпе хӑнӑхӑвӗсене экзаменра тулли те ирĕклĕ хуравлаттарса (изложени тата сочинени çырса) тата хатĕр хуравсенчен пĕрне суйлаттарса тӗрӗслеҫҫӗ.
Республикӑн пӗрлехи экзаменӗн тĕслĕх варианчӗпе, кодификаторӗпе, тӗрӗслевпе хаклав материалӗсен спецификацийӗпе, изложени тексчӗпе ҫакӑнта паллашма пулать:
Чăваш чĕлхипе тата литературипе 2019 ҫулта тытмалли республикӑн пӗрлехи экзаменӗн кодификаторĕhttp://gov.cap.ru/Content2018/orgs/GovId_897/kodifikator_ere_chya_2019.pdf
Чăваш чĕлхипе 2019 çулта тытмалли республикӑн пӗрлехи экзаменӗн тӗрӗслевпе хаклав материалӗсен спецификацийĕ http://gov.cap.ru/Content2018/orgs/GovId_897/specifikaciya_ere_chya_2019.pdf
Чăваш чĕлхипе 2019 çулта тытмалли республикӑн пӗрлехи экзаменӗн тĕслĕх варианчӗ http://gov.cap.ru/Content2018/orgs/GovId_897/demo_versiya_ere_chya_2019.pdf
Изложени аудиофайлӗhttp://gov.cap.ru/Content2018/orgs/GovId_897/izlozhenie-2019_(chuv).mp3
Вулӑр! Паллашӑр! Вӗрентӗр! Экзамента «5» илтерме хатӗр пулӑр!
БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии