Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление главы Яльчикского района Ираиды Васильевой и главы администрации Яльчикского района Николая Миллина с Днем пожилых

Поздравление главы Яльчикского района Ираиды Васильевой и главы администрации Яльчикского района Николая Миллина с Днем пожилых

Хисеплĕ ветерансем, аслă ăрури çынсем !

Сире чĕререн Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунĕ ячĕпе саламлатпăр!

Паянхи кун эпир хамăрăн атте-аннене, вăрçăпа ĕç ветеранĕсене, пĕрле ĕçленĕ юлташсене чунтан юратса хисепленине пĕлтеретпĕр, чăтăмлăхшăн, ырă кăмăлшăн, яланах кирлĕ  сĕнÿсем парса пулăшса пынăшăн тав тăватпăр.

Ватă çынсене тимлĕх уйăрасси – кашнийĕн тивĕçĕ. Пирĕн яланах ватăсем хăйсене пĕччен ан туйччăр тесе тăрăшмалла, вĕсене ытларах тимлĕх тата ăшăлăх уйăрмалла.

Уяв кунĕ йышăнса илсемĕр пиртен чун-чĕререн каланă тав самахĕсене, хисеплесе сума сунине. Нумай çул пурăнма сире çирĕп сывлăх, чун-чĕре ăшăлăхĕ, хавхалану, çывăх çынсен хисепĕпе юратăвне сунатпăр


Елчĕк район пуçлăхĕ        И.И.Васильева.
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ        Н.П.Миллин.



28 сентября 2018
08:05
Поделиться