Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Панулми Спасĕн Уявĕ

Панулми Спасĕн Уявĕ

Ҫурла уйăхĕн 19-мĕшĕнче Хуракассичи Шкул урамĕнче панулми Спасĕн Уявĕ иртрĕ. Уява ял администрацин пуçлăхĕ Геронтьева О.В. уçрĕ. Вăл пурне те уяв ячĕпе саламларĕ, авăн уйăхĕн 9-мĕшĕнче Хуракасси поселенийĕн депутатсен пухăвне пилĕкмĕш округран (Шкул округĕнчен) депутата суйламалли кун иртесси пирки пĕлтерчĕ, суйлава активлă хутшăнма чĕнсе каларĕ. Шкул урамĕнче пурăнакансене тата ытти урамсенчен курма килнĕ халăха саламлама Сĕнтĕрвăрри район администрацин пуçлăхĕ А.А.Мясников, ĕçсене йĕркелесе пыракан уйрăм пуçлăхĕ М.М.Веденеева, Сĕнтĕрвăрри тĕп библиотекин пуçлăхĕ Т.А. Хамидуллина та килчĕç. Анатолий Аркадьевич Мясников пурне те уяв ячĕпе саламларĕ, Хуракасси ял тăрăхĕн, уйрăмах Шкулкасси урамĕн илемĕпе савăннине пĕлтерчĕ. Пĕрлĕх тата туслă ĕçлени çынсене ăнăçу тума пулăшнине палăртрĕ. Татьяна Анатольевна Хамидуллина çак суйлава кандидата тăратнă Шкулкасси урамĕнче çуралса ӱснĕ Стрелкова И.Ю. библиотекарь ĕçне пысăк хак пачĕ, çамрăка тĕрек параса пулăшма ыйтрĕ.

Концерт программи Хуракассинчи ял библиотеки çумĕнчи «Сентреш» фольклор ансамблĕн «Илемлĕ» юррипе пуçланчĕ. Педагогика ĕçĕн ветеранĕ, Шкул урамĕнче пурăнакан Андреев В.А. тăван урам мĕнле пуçланса кайнине каласа кăтартрĕ. Ветеран Шкул урамĕ çинчен алăпа çырса кĕнеке тунă. Ку кенекере вăл Шкул урамĕн историне, унта пурăннă тата пурăнакан çынсем çинчен çырса кăтартнă. Кĕнеке тĕрлĕ сăнӱкерчĕксеме, истори факчĕсемпе пуян. Тепĕр çул Шкул урамĕ 90 çул тултарать, çавăнпа та Андреев В.А. ĕç ветеранĕ пурне те çак уява хатĕрленес ĕçе активлă хутшăнма чĕнсе каларĕ. Хуракасси поселенин пуçлăхĕ О.В.Геронтьева ватă çынна тав хучĕ пачĕ, çирĕп сывлăх, вăрăм кунçул сунчĕ. Ачасем ватă çынсене пурне те чечексем парса сумларĕç. Куракансем вилнисене асăнса минут хушши шăппăн тăчĕç, пушарта çунса вилнисен ячĕпе лартнă палăк умне чечексем хучĕç.

Куракансене саламлама Октябрьски салинчи культура çурчĕнчи «Ритм» ташă ушкăнĕ, Андреев И.А. тата Антонов Ф.А. баян тата вокал ансамблĕ, Муркаш районĕнчи Атабай культура çурчĕ çумĕнчи «Сурпан» вокал ушкăнĕ, Ҫĕмĕрле районĕнчи «Шанчăк» вокал группи тата ташă мăшăрĕ килчĕç. Хуракасси поселенин администраци пуçлăхĕ Оксана Валерьевна килнĕ хăнасене юрри-ташшипе савăнтарнăшăн тав хучĕсем пачĕ, хăнасем вара хăйсене тарават кĕтсе илнĕшĕн тав турĕç.

Улмуççи рольне вылякан Стрелкова И.Ю. пурне те чиркӱре турă шывĕпе тасатса килнĕ панулмисем парса тухрĕ, сывлăх, телей, ăнăçусем сунчĕ. Вăл ачасене вăйăсем выляттарчĕ. Шкулкасси урамĕн пĕчĕк артисчĕсем частушкисем юрласа пачĕç, сăвăсем каларĕç.

Уяв Шкулкасси урамĕнче пурăнакан Сынкова Л.В. юрланă юрăпа вĕçленчĕ. Концерта ертсе пыракан Куракова А.Н. тата Сынкова Л.В. пурне те уяв сĕтелĕ хушшине чĕнчĕç.

Панулми Спасĕн уявĕ каçченех тăсăлчĕ. Шкулкасси урамĕсем тата вĕсен хăнисем çак уявра пулса çитнĕ çимĕçсене тата тутлă апатсене астивсе, юрласа тата ташласа савăнчĕç. Пĕрле савăнни халăха пурнăçа малалла аталантарма вăй парать.

Сынкова Л.В.



20 августа 2018
14:46
Поделиться