Ефремкасинский территориальный отдел администрации Аликовского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ехремкасси вулавӑш ҫумĕнчи краеведени кĕтесĕнче те уяв иртрĕ

11:52 23 апреля 2018 г.

Тӑван чĕлхе - пуриншĕн те чи юратнӑ чĕлхе. Пирĕншĕн, чӑвашсемшĕн, чи юратнӑ чĕлхе чӑваш чĕлхи. Мĕн пĕчĕкрен пире асатте-асаннесем, атттепе аннесем тӑван чĕлхепе калаçма вĕрентнĕ. Вӑл пирĕншĕн чи пысӑк пуянлӑх. Чăваш çĕнĕ çырулăхне йĕркелесе, пуçарса янă çын Иван Яковлевич Яковлев пулнă. Вăл чăваш историне тăван халăха çутта кăларас енĕпе, улăпла ĕçсем тунипе çеç мар, чăваш литературине аталанма, культурине пур енлĕн ешерме пулăшнипе те кĕрсе юлнă.

И.Я.Яковлев чӑваш чĕлхине упраса хӑварас тесе сахал мар вӑй хунӑ. Вӑл тӑрӑшнипе çутта чӑваш алфавичĕ те тухнӑ. И. Я. Яковлев чăваш çырулăхĕшĕн, наци чĕлхи аталанăвĕшĕн, халăх культуришĕн пысăк ĕç тунă, нумай вăй хунă. Çавăнпа та унăн ячĕ чаплă, сумлă, хисеплĕ ята тивĕçлĕ пулчĕ.

Кашни кун И. Я. Яковлев пурăннă тата ĕçленĕ вăхăтсем пиртен инçете юлса пыраççĕ. Анчах та паллă çынсен ĕçĕсем тата ăслă шухăшĕсем кивелмеççĕ, вĕсем çамрăк ăрушăн питĕ çывăх тата питĕ кирлĕ пулса тăраççĕ. Иван Яковлевич чăваш халăхĕшĕн тăрăшнипе эпир халĕ ытти халăхпа пĕр тан.

Чăваш Республикин Аслă Совет Президиумĕн 1992 çулхи апрелĕн 9-мĕшĕнчи Постановленийĕпе килĕшÿллĕн ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чӑваш чĕлхин кунне уявлама палӑртса хӑварнӑ. Çак кун, чӑваш халӑхне ҫутта кăлараканĕ, ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне йӗркелекенӗ Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнă кунĕпе пĕр килнĕ.

Чӑваш Республикинчи пур кĕтесĕнче те, çак кун, савӑнӑçлӑ лару-тӑрура чӑваш кунне тата И.Я.Яковлева халалласа савӑнӑçлӑ уявсем туса ирттереççĕ.

Ехремкасси вулавӑш ҫумĕнчи краеведени кĕтесĕнче те уяв иртрĕ. Чи малтанах библиотекарь ачасене уяв ячĕпе пурне те саламларĕ. Çак тĕлпулӑва пинĕн ентеш Ираида Телейпи поэт та  те хутшӑнчĕ.Хӑй чӑваш чĕлхи вĕрентекенĕ пулнӑ май,  малтанах чӑваш ялавĕ, гимнĕ, чӑваш чĕлхи ӑçтан пуçланса кайнӑ пирки  ачсене тĕплӗн каласа ӑнлантарчĕ.. Аслӑ вӗрентекенӗн, И. Я. Яковлевӑн, пурнӑҫӗпе тата ӗҫӗ-хӗлӗпе чӑвашсен культурипе тĕплĕн паллаштарчӗ, ҫитӗнекен ӑрӑва тӑван чӗлхене хисеплемеллине, юратмаллине ӑнлантарчӗ. Ачасем ӑна тимлĕн итлесе ларчĕç. Пĕр сехет хушшинче ачасем чылай çĕнĕлĕхпе паллашрĕç. Пурте пĕрле пĕр шухӑш татне пычĕç « И. Я. Яковлевăн сăваплă та пархатарлă ĕçне малалла та аталантарса пырасчĕ.»

Ефремкасинский территориальный отдел администрации Аликовского муниципального округа Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика