Ядринский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Етĕрне муниципаллă округĕ

Чӑваш ачисен ҫурхи вӑййисем Пӗрҫырлан шкулӗнче

Чӑваш ачисен ҫурхи вӑййисем Пӗрҫырлан шкулӗнче

   Чӑваш чӗлхипе литература эрнинче чӑваш халӑхне ҫутта кӑларакан И. Я. Яковлев ҫуралнӑ куна халалласа  1-3 классенче (класс ертӳҫи Григорьева И. В.) вӑйӑ карти йӗркелерӗҫ. Малтан И. Я. Яковлев ҫинчен презентации пӑхрӗҫ, вӑл ҫырнӑ юмахсемпе калавӗсене пӑхмасӑр каларӗҫ. Кунта уйрӑмах Поликарпова В., Охтёрова К., Охтёрова Я,, Охтёрова А.. Айдак А. ӑста пулчӗҫ.

   Юр кайнӑ -кайман ача-пӑча ытларах урамра, ҫырмара ҫерем ҫинче вылянӑ. Вӑйӑра ача савӑнӑҫ курать, вӑйӑ ӑна пурнӑҫа вӗрентет. Выля-вылях ача куллен вӑй илсе пырать, тавра курӑмне сарать, анлӑрах та тарӑнрах шухӑшлама хӑнӑхать. Асаннесемпе кукамайсем мӗнле вӑйӑсем вылянӑ-ха?

    Ачасем савӑнсах «Пар, пар, партине», «Япала пуҫтармалла», «Уйӑхпа хӗвелле», «Шӑрпӑкла», «Чӗпикле», «Маки-макла» вылярӗҫ. Класра чӑвашла сӑвӑсем,  юрӑсем илемлӗн янрарӗҫ.



23 апреля 2018
09:57
Поделиться