Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » "Кĕмĕл сасăллисене" палăртрĕç

08:34 26 марта 2018 г.

    Чăваш наци конгресĕ регионсем хушшинче 19-мĕш хут йĕркеленĕ"Кĕмĕл сасă" конкурс-фестиваль пуш уйăхĕн 23-мĕшĕнче гала-концертпа вĕçленчĕ.

Конкурса 26 уйрăм юрлакан тата виçĕ ансамбль хутшăнчĕç.

Кăçалхи çĕнĕлĕх вара - гала-концертра Чăваш Енре пурăнакан ытти халăх яш-кĕрĕмĕ юрлани пулчĕ.

    Тÿресем шутĕнче сумлă çынсем: Станислав Кондратьев профессор, педагогига наукисен кандидачĕ, музыка училищин директорĕ Светлана Белоус, ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Антонина Краснова, чăваш эстрада артисчĕсен пĕрлĕхĕн президенчĕ Алина Федорова, чăваш наци радиовĕн продюсерĕ Виктор Дмитриев, ЧНК ыркăмăллăх фондчĕн директорĕ Павел Вязов тата ЧНК президенчĕн пĕрремĕш çумĕ, ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Валерий Клементьев пулчĕç. Кашни тÿре пайташĕн балĕсене пĕрле шутласан çакă паллă пулчĕ:

1. Ансамбльсем: Шупашкар районĕнчи "Ентеш" ушкăн -3-мĕш вырăн;

Оренбург облаçĕнчи Грачевски районĕнчен килнĕ "Нарспи" ушкăн 2-мĕш вырăн;

Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищин "Ăраскал" ансамблĕ 1-мĕш вырăн йышăнчĕç.

2. Уйрăм юрлакан юрăçсем хушшинче:

Куракансем килĕштернĕ юрăç -Пенза облаçĕнчен килнĕ Татьяна Штурмина;

Чи çепĕç саслă юрăç -Хĕрлĕ Чутай пики Татьяна Ефремова;

Хăйне евĕр ăста юрлакан юрăç- Мурманскран килнĕ Дина Агеева;

Дипломант ятне Пенза облаçĕнчи Виктория Серафимова тата Тюмень хулинчи Ксения Маслова тивĕçрĕç.

    Виççĕмĕш вырăна виçĕ юрăç: Самар хулинчи Ольга Сурикова, Муркаш каччи Евгений Тимофеев тата Элĕк хĕрĕ Людмила Засыпкина пайларĕç.

    Иккĕмĕш вырăна Питĕр хулинчен килнĕ Наталья Васильева;

    Пĕрремĕш сумлă вырăна Тутар Республикинчи Аксу районĕнчен килнĕ Вера Кожеманова тухрĕ.

    Гран-при вара Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче вĕренекен ЕКАТЕРИНА МУРАЙКИНА çĕнсе илчĕ.

    Ăна фестиваль тĕп спонсорĕ Павел Вязов 20 пинлĕх профессиллĕ микрофон парнелесе чысларĕ.

Автономное учреждение «Централизованная клубная система» Аликовского муниципального округа Чувашской Республики

Первоисточник: ЧУВАШСКИЙ НАЦИОНАЛЬНЫЙ КОНГРЕСС

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика