В Н И М А Н И Е !

Это старый сайт Государственного Совета Чувашской Республики!

Переходите на новый сайт http://www.gs.cap.ru

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Суйлав хыççăнхи пĕтĕмлетỹсем

16:46 21 марта 2018 г.

Иртнĕ юнкун Чăваш Республикинче, вăл шутра пирĕн районта та, йăлана кĕнĕ пĕрлĕхлĕ информации кунĕ иртрĕ. Кун йĕркинче икĕ тĕп ыйту пулчĕ: Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн Раççей Федерацийĕн Пухăвне янă Çырăвĕ; Раççей Президентне суйланин малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсем. Çавăн пекех информаторсем тепĕр ыйту - 2018 çулхи çурхи-çуллахи тапхăрта пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтересси çинчен – пăхса тухрĕç.

Информкун ирттерме района Чăваш Республикин культура, национальнăç ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ К.Яковлев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Е.Николаева, Чăваш Республикин патшалăх çурт-йĕр инспекцийĕн ертỹçин çумĕ А.Юркин, Чăваш Республикин сывлăх сыхлав министерствин «Республикăри васкавлă медицина пулăшăвĕн станцийĕ» бюджет учрежденийĕн Мускав районĕнчи 1-мĕш номерлĕ подстанцийĕн ертỹçи В.Иванов хутшăнчĕç. Çавăн пекех информаторсен йышĕнче район пуçлăхĕ Н.Николаев, район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Мясников, надзорпа профилактика ĕçĕн районти пайĕн ертỹçи А.Сапожников, район Пухăвĕн депутачĕсем Г.Петров, В.Хлебников, ял хутлăхĕсен пуçлăхĕсем О.Геронтьева тата В.Орлов пулчĕç.

Чи малтанах информаторсем район администрацийĕн çуртĕнче активпа, хула тата ял хутлăхĕсен пуçлăхĕсемпе, район Пухăвĕн депутачĕсемпе, суйлав комиссийĕсен председателĕсемпе тĕл пулчĕç. Кун йĕркинчи ыйтусене пăхса тухас умĕн надзорпа профилактика ĕçĕн районти пайĕн ертỹçи А.Сапожниковпа Пĕтĕм Раççейри ирĕклĕ пушар обществин районти уйрăмĕн председателĕ В.Семенов республикăра иртнĕ «Тĕнче – пирĕн алăра» конкурс çĕнтерỹçисене Кубоксем пачĕç. Вĕсем пурте Шуршăлти вăтам шкулта вĕренеççĕ. Пĕрремĕш вырăна Анастасия Ерофеева тивĕçнĕ. Иккĕмĕш вырăнта – Татьяна Волкова, виççĕмĕшĕ – Диана Николаева. Хавхалантару парни Кристина Михайловăна лекрĕ. Пуçтарăннисем конкурс çĕнтерỹçисене тăвăллăн алă çупса саламларĕç.

Паллах, информаторсем, Раççей Президенчĕ Владимир Путин Раççей Федерацийĕн Пухăвне янă Çырăва пăхса тухнисĕн пуçне, иртнĕ суйлав пĕтĕмлетĕвĕсем çинче чарăнса тăчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Мясников цифрăсемпе питĕ тĕплĕн паллаштарчĕ. Калас пулать, кăçалхи суйлав çĕршывра, пирĕн республикăра та, питĕ активлă иртрĕ. Районти суйлавçăсем те ку енĕпе аякра юлмарĕç. Районĕпе халăхăн 85 проценчĕ суйлава хутшăнчĕ. Çак кăтартупа Кукашни, Сĕнтĕрпуç тата Атăлçи ял хутлăхĕсенчи суйлавçăсем чи малтисем пулчĕç. Тĕрĕссипе, пур ял хутлăхĕнче те, Хуракассисĕр пуçне, кăтарту 90 процентран кая мар. Хулари суйлавçăсен 72,62 проценчĕ те сасă пама пынă. Ку республикăри ытти хуласемпе танлаштарсан чи лайăх кăтарту. Тĕп кандидатурăшăн В.Путиншăн ытларах сасă панисем хушшинче – Сĕнтĕрпуç, Атăлçи, Чăнкасси ял хутлăхĕсенчи суйлавçăсем. Анатолий Аркадьевич уйрăм суйлав участокĕсенче мĕнле сасăланнине те пăхса тухрĕ. Сăмахран, Малти Пукашра тата Пĕчченхырта пĕр çын та суйлава каймасăр юлман. Хуракасси, Урхас Кушкă, Караньяль ялĕсенчи çынсем вара суйлавран ыттисенчен ытларах пăрăнса юлнă. Уйрăм ялсене илес пулсан, В.Путин кандидатурине ытларах Шупашкар Ĕсмĕлри (95 процент), Акшикри, Сĕнтĕрпуçри çынсем ырланă.

Пĕтĕмĕшле кăтартусемпе суйлавра Сĕнтĕрпуç ял хутлăхĕ чи малти. Унтан вара Атăлçи тата Кукашни ял хутлăхĕсем. Район админстрацийĕн пуçлăхĕ А.Мясников, район пуçлăхĕ Н.Николаев. К.Яковлев министр, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Е.Николаева пурне те, уйрăмах хастарлăх кăтартнисене, суйлава ăнăçлăн ирттернĕ ятпа тав турĕç. Сĕнтĕрпуç ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Р.Белова вара К.Яковлева, район администрацийĕн пуçлăхне А.Мясникова, ялхуçалăх пайĕн пуçлăхне В.Васильева, Сĕнтĕрпуç шкулĕн директорне Е.Матюшовăна, Сĕнтĕрвăрринчи лесничествăн ертỹçине Р.Кадушкинăна суйлава кирлĕ шайра ирттерме пулăшнăшăн тав сăмахĕсем каларĕ.

К.Яковлев министр республикăри суйлав кăтартăвĕсене илсе кăртартрĕ, пирĕн район ытти муниципалитет тытăмĕсем хушшинче суйлава хутшăнас кăтартупа 19-мĕш, В.Путиншăн сасăланипе 7-мĕш вырăна тивĕçнине палăртрĕ. Министр хула пуçлăхне Н.Гладковăна уйрăммăн тав турĕ. Паллах, хула суйлавçисем нихçанхинчен активлăрах пулнинче Надежда Борисовнăн тỹпи те пĕчĕк мар.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Мясников иртнĕ суйлав тăрăх кирлĕ пĕтĕмлетỹсем тума чĕнсе каларĕ.

Кăнтăрла тĕлнелле информаторсем, икĕ ушкăна пайланса, Хуракасси тата Урхас Кушкă ял хутлăхĕсене çул тытрĕç. Кунти халăхпа тĕл пулса кун йĕркинчи ыйтусене пăхса тухрĕç, панă ыйтусене хуравларĕç.

Фоторепортаж

Государственный Совет Чувашской Республики

Первоисточник: Мариинско-Посадский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
428004, Чувашская Республика, г.Чебоксары, Президентский бульвар, д.10
Телефон: (8352) 64-21-51
Факс: (8352) 64-21-50
E-Mail: gs@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика