Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Вăрман халăх пуянлăхĕ

 

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн постановленийĕпе килĕшỹллĕн 2016 çулхи июлĕн 14-мĕшĕнче çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин тытăмĕнче "Вăрман хуралĕ" хысна учрежденине туса хунă. Ăна республикăри 11 лесничество пăхăнса тăрать. Вĕсенчен пĕри _ Шăмăршăра (пирĕн район та çакăнта кĕрет). Кунта 6 участок. Кашнийĕшĕнче _ пĕрер лесничий. Вĕсен ĕçне Г. Фомин йĕркелесе пырать. Экологи çулталăкĕнче вăрман пурлăхне упрасси мĕнле пынипе интересленсе Георгий Михайловичпа калаçу пуçартăмăр.

_ Вăрман _ халăх пуянлăхĕ. Унпа юнашар пурăнакан выçă мар. Вăрман патшаран та пуян. Вăл кашкăра çеç мар, çынна та тăрантарать, тенĕ авалтан. Çавăнпа та ăна упрамаллах. Анчах хальлĕхе лартса ỹстернинчен касасси ытларах пулни пăшăрхантарать. Ку енĕпе саккунсăр çак пуянлăха хапсăнакансене тупса палăртатпăрах. Çакнашкал тĕслĕхсем Турханкасси лесничествинче иккĕ, Чукалта пĕрре, Комсомольски участокĕнче иккĕ пулнăччĕ.

_ Камсене пĕрлехи мероприятисене явăçтаратăр?

_ Полици ĕçченĕсемпе пĕрле 30 ытла рейд йĕркеленĕччĕ. Тата кашни участокра ятарлă çын пур-çке.

_ Каснă делянкăсене арендаторсем тирпейлесе хăвараççĕ-и?

_ Тасатман уçланкăсем пирки протоколсем çыратпăр. Йĕркене пăхăнманнисене айăплатпăрах.

_ Вăрă вăрлать те хăварать, вут-кăвар тĕппипех пĕтерет, теççĕ. Кунашкал инкек пулман-и кăçал?

_ Вăрман лаптăкĕнче пушар тухни пулман. Çакă бюджет тата хысна учрежденийĕсем пĕрле тăрăшса ĕçленинчен те килчĕ пулас.

_ Вăрман кăмпа-çырла, вутă, сăмала-сухăр, выльăх апачĕ... парать. Сывлăша тасатать. Пĕр гектарĕ çулталăка 50-70 тонна тусана çăтать. Транспорт шавне чакарать. Усси самаях пысăк-çке.

_ Çапла. Çавăнпа та ирĕк илмесĕр вăрманта йывăç касма, хăйăр тиесе тухма юраманни çинчен çирĕппĕнех асăрхаттарасшăн. Пушар хăрушсăрлăхĕпе те çыхăннă çакă. Çуллахи шăрăх кунсенче сỹнтермен пирус тĕпне пула миçешер гектар вăрман çунать. Тимлĕх кирлех.

 



19 октября 2017
18:46
Поделиться