Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Унăн ашшĕ-амăшĕ халăха юрăхлă ача пăхса ÿстернĕшĕн тивĕçлипех савăнать

Унăн ашшĕ-амăшĕ халăха юрăхлă ача пăхса ÿстернĕшĕн тивĕçлипех савăнать

Утă уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш наци музейĕнче Асамат Балтаев çамрăк художник-медальерăн ĕçĕсен куравĕ уçăлчĕ.

Ашшĕ-амăшĕн тивлечĕпе пĕчĕкрен ÿнер ĕçне парăнса ÿснĕскер, Чехири Яблонец-над-Нисоу ятлă пĕчĕк хулари медальерсен ăсталăхне туптакан Аслă шкул пĕтернĕ вăл.Тĕрĕссипе каласан, чăваш халăх куç умĕнче ÿснĕ Людмилăпа Николай Балтаевсен икĕ ывăлĕ те, Асаматпа Атилла.

Хăйĕн ăсталăхне, ÿркенменлĕхне пула, халăхсен историне тĕплĕн пĕлнипе Асамат Балтаев тенкĕ-медаль шăратассипе кĕске вăхăтрах Европа шайĕнче ырă ят çĕнсе илнĕ. Чехинчи Наци банкĕ те унăн ĕçĕсене пысăка хурса хаклать.

Чăваш наци музейĕнчи курава уçнă çĕре Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствин пай пуçлăхĕ Кирилл Павлов, Чăваш наци конгресĕн президенчĕн пĕрремĕш çумĕ Валерий Клементьев, Вĕренÿпе ăслăлăх комитечĕн председателĕ Геронтий Никифоров, ÿнер ăстисем, культура ĕçченĕсем, журналистсем, Асаматăн ашшĕ-амăшĕ, тăванĕсем пуçтарăнчĕç.

Малтанах медальерăн ашшĕ Николай Балтаев художник сăмах илчĕ. Ывăлĕн ăсталăхĕн çăлкуçĕ пирки каласа пачĕ.

- Асаматăн аслашшĕ те Елчĕк районĕнче паллă тимĕрçĕ пулнă, уншăн вăл яланах тĕслĕх вырăнĕнче. Йĕркеллĕ ача пултăр тесен ăна пĕчĕкренех туптамалла. Асамат ăсталăхĕ, тавракурăмĕ алла кăранташ тытма вĕренсенех аталанма пуçланă,- терĕ Николай Михайлович.

Чăваш наци конгресĕн пĕрремĕш вице-президенчĕ Валерий Клементьев пирĕн çамрăксем çапла тĕнче шайĕнче ĕçлеме пултарнăшăн савăннине пĕлтерчĕ. -Эпир ĕçченлĕхпе ытти халăхран палăрса тăратпăр. Эпир пултаруллă халăх. Çакнашкал талантлă та ÿркенмен ачасем çитĕнтернĕшĕн ашшĕ-амăшне тав,- терĕ Валерий Леонидович Николай Балтаева ЧНК Хисеп хучĕпе чысланă май.

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Геронтий Никифоров Асамат Балтаев Г.Лебедев ячĕллĕ чăваш наци лицейĕнче вĕреннĕ вăхăтсене кăмăллăн аса илчĕ. Геронтий Лукиянович Асаматăн ача чухнехи историллĕ калавĕсене, ÿкерчĕкĕсене тирпейлĕн упрать иккен, вĕсене курава уçнă çĕре килнисене кăтартрĕ вăл.

Тухса калаçакансен йышĕнче Культура министерствин пай пуçлăхĕ Кирилл Павлов, Петр Пупин художник, Марина Карягина тележурналист тата ыттисем те пулчĕç. Пурте çамрăк медальерăн ăсталăхĕпе тĕлĕннине, унăн ашшĕ-амăшне çакăншăн чунтан тав тунине пĕлтерчĕç. Асамат Балтаева çак кăсăклă та хăйне евĕрлĕ ÿнер ĕçĕнче малашне пысăк çитĕнÿсем тума сунчĕç.

 



10 июля 2017
11:22
Поделиться