Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Кашни ача тимлĕхре пулмалла

12:47 14 июня 2016 г.

Июнĕн 10-мĕшĕнче район прокуратури çумĕнчи çул çитмен ачасен асăрхавсăрлăхне тата вĕсем право йĕркине пăсассине асăрхаттарасси енĕпе ĕçлекен ĕç ушкăнĕн ларăвĕ иртрĕ. Ларăва район прокурорĕ Сергей Павлов ертсе пычĕ. Лару ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев хутшăнчĕ.

Ларура район прокурорĕ çумĕнче ведомствăсем хушшинче кăçалхи мартăн 30-мĕшĕнче ирттернĕ ларура çул çитмен ачасем тăвакан преступленисене асăрхаттарассипе палăртнă ĕçсем епле пурнăçланнине тишкерчĕç, çемье тата çул çитмен ачасем тĕлĕшпе тăвакан преступленисене асăрхаттарассипе 2016 çулхи 5 уйăх хушшинче мĕнле ĕçлесе пыни пирки калаçрĕç. Ку ыйтусемпе район прокурорĕн пулăшаканĕ Ирина Ильина, РФ Шалти ĕçсен министерствин районти пайĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен уйрăмăн пуçлăхĕ Олег Яковлев, район администрацийĕн вĕренÿ, çамрăксен политикин тата физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕ Зоя Дипломатова, район администрацийĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен секторĕн заведующийĕ Лариса Петрова тухса каларĕç.

Палăртса хăвармалла, хальхи вăхăтра çул çитмен çамрăксем хушшинче преступлени тăвасси ÿссе пыни уйрăмах канăçсăрлантарать. Ирина Ильина палăртнă тăрăх вара ытларах шкулсенче çак ĕçе хăй еккипе янă, шкул ачисем хушшинче преступлени тăвассине асăрхаттарассипе ятарлă программăсене те ячĕшĕн кăна хатĕрлеççĕ.

Шалти ĕçсен министерствин районти пайĕнче çул çитмен 27 çамрăк учетра. Çитес вăхăтра татах икĕ çамрăка учета илесси пирки ыйту тăрать. Полици ĕçченĕсем хутшăннипе иртнĕ кунсенче "Условник", "Участок", "Улица" профилактика мероприятийĕсем туса ирттернĕ, çул çитменнисем çĕрле пухăнакан вырăнсенче эрнесерен рейдсем йĕркелеççĕ. Профилактика органĕсемпе пĕрле ăнăçсăр çемьесенче пулни те пĕлтерĕшлĕ. Кун пек 48 рейд вăхăтĕнче йĕркеллĕ мар самантсене 71 тупса палăртнă.

Шкулсенче ашшĕ-амăшĕн патрулĕсене йĕркеленĕ. Анчах та ларура Муркаш шкулĕнче вĕренекенсен патрульне кăна ырăпа асăнчĕç. Ачасене пушă вăхăтра ĕçе явăçтарассипе те ыйтуллă самантсем çук мар. Хăш чухне предприяти-организацисен ертÿçисем çул çитменнисене ĕçе явăçтарма килĕшсех каймаççĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев яваплă органсем, профилактика субъекчĕсем хăйсен ĕçне пĕрле çыхăнтарса туса пыни çул çитменнисем хушшинче преступлени тăвассине асăрхаттарассипе пĕлтерĕшлĕрех пулни пирки чарăнса тăчĕ.

Ларура йĕркеллĕ мар уйрăм çемьесем пирки те сăмах пычĕ. Акă ларăва пĕр çемьене чĕннĕ. Упăшкипе мăшăрĕ хăйсен пĕчĕк пепкипе килнĕ. Çемьере çул çитмен виçĕ ача ÿсет. Анчах та çамрăк хĕрарăм ачисене пăрахса хăварса килтен нумай вăхăтлăха тухса кайни те пулать иккен, эрехпе туслă, ниçта та вырнаçса йĕркеллĕ ĕçлемест. Çитменнине право йĕркине пăснă май ăна обязательнăй ĕçе явăçтармалла тунă. Ларура хĕрарăма "ăс кĕмелĕх" вăхăт пачĕç, тепĕр виçĕ уйăхран ку ыйту патне каллех таврăнасси пирки пĕлтерчĕç. Унсăрăн вара ăна ашшĕ-амăшĕн правинчен те хăтарма пултарĕç.

Ĕç ушкăнĕн ларăвне хăйсен çар тивĕçне пурнăçлассинчен пăрăнакансене те чĕннĕ. Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Муркаш тата Элĕк районĕсенчи пайĕн пуçлăхĕ Владимир Казаков районти яшсенчен ытларахăшĕ çĕршыв умĕнчи хăйсен тивĕçне таса чунпа пурнăçлани пирки каларĕ. Анчах та районĕпе 17 яш çак тивĕçе пурнăçлассинчен пăрăнса çÿрени йĕркеллĕ пулăм мар. Ларăва чĕннĕ яшсем çывăх вăхăтрах медицина тĕрĕслевĕ тăма, призыв комиссине пыма шантарчĕç.

Территориальный отдел «Юськасинский» Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа Чувашской Республики Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика