14:27 23 апреля 2016 г.
Пӗтӗм чӑвашшӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ уяв – Чӑваш чӗлхи кунӗ ҫитрӗ. Çак уява кашни шкул, вулавӑш, музей та клуб уявлать. Ф.С. Васильев музейӗ кашни ҫулах уявлать ӑна. Кӑҫалхи уява чӑваш юптарӑвне халалларӗҫ кунта. Чӑвашсен ытарлӑ та тӑрӑхласа, шахвӑртса та вӑлтса калаҫас ӑсталӑхне тишкерчӗҫ. Чӑваш юптаруҫисен «шкулӗсене» - Чӗмпӗр чӑваш шкулӗпе «Капкӑн» журнала палӑртса хӑварчӗҫ. Чылай чӑваш юптаруҫисен пултарулӑхӗпе паллашрӗҫ. Йӳҫкасси ял вулавӑшӗ «Кулӑш ӑстисем» кӗнеке куравӗ йӗркелени юптаруҫӑсемпе анлӑн паллашма май пачӗ. Юптаруҫӑсен хайлавӗсене пӑхмасӑр вуларӗҫ, лартса та пачӗҫ. Ачасем хушшинче чи илемлӗ вулакансем К. Иванова, И. Кузьмина, А. Григорьева пулчӗҫ. Анна, Екатерина, Надежда Степановасем выляса кӑтартни пурин кӑмӑлне те кайрӗ. Çитӗннисем хушшинче ҫӗнтерӳҫӗсем К. Ярухинпа Н. Яковлева пулчӗҫ.
Йӳҫкасси тӑрӑхӗнче килте, шкулта е урамра ача-пӑча та ҫитӗнни чӑвашла калаҫни савӑнтарать. Çак ҫепӗҫ чӗлхе илтӗнет пулсан таврара – чӑваш халӑхӗ пурӑнать вара. Н. Яковлева
Территориальный отдел «Юськасинский» Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа Чувашской Республики Чувашской Республики