12:04 17 августа 2015 г.
Иртнĕ шăматкун, августăн 15-мĕшĕнче Вăрман-Çĕктер ял тăрăхне кĕрекен Хыркасси салин Юбилейнăй урамĕнче, поселок кунĕн уявне паллă турĕç. Унта пурăнакансем, уява 2013 çултанпа ирттереççĕ. Вăрман-Çĕктер библиотекин ертÿçи Ольга Рязанова ачасем хушшинче шашкăлла выляс енĕпе турнир ирттерчĕ.
Ачасем, тăван çĕршыва халалланă сăвăсем каланă хыççăн хăнасене çăкăр тăварпа кĕтсе илчĕç. Уява пухăннисене: Вăрман-Çĕктер ял тăрăх пуçлăхĕн çумĕ Александр Кудряшов, райадминистраци вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ Борис Романов, Вăрман-Çĕктер шкул директорĕ Шейхулла Феизов уяв ячĕпе саламларĕç. Вĕсем: Светлана Зайцевăпа Елена Афандеровăна уява йĕркеленĕ çĕрте хастар ĕçленĕшĕн грамотăсемпе чысларĕç. Тав хучĕсене: Татьяна Долгова, Зинаида Юнусова, Ольга Виноградова, Ольга Степанова, Венера Бычкова, Тамара Молаева, Клавдия Григорьевская тивĕçрĕç. «Кашни çулах уяв ачасенчен пуянланса пытăр»,- терĕ Александр Кудряшов.
Ÿкерчĕксемшĕн те ачасем парнесĕр юлмарĕç. Юрă-кĕвĕпе Шупашкаркассинчи «Шурăмпуç» фольклер ушкăн хăйĕн анлă концерт программипе савăнтарчĕ. Малалла уяв, сĕтел хушшинче тăсăлчĕ.
Муниципальное бюджетное учреждение «Централизованная клубная система» Чебоксарского района Чувашской Республики