МБУ «ЦКС» Чебоксарского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Малти Ункăпуç ялĕ- 160 çулта

15:14 04 августа 2015 г.

Августăн 1- мĕшĕнче, Вăрман-Çĕктер ял тăрăхĕнчи Малти Ункăпуç  ялĕ, хăйĕн 160 çулхи юбилейне паллă турĕ. Уяв, çумăра пула çĕнĕ клубра иртрĕ. Малти Ункăпуç ялĕ çинчен, истори наукисен докторĕ, профессор Василий Димитриев хăйĕн статьинче çырса кăтартнă (2007 çулхи сентябрĕн 8-мĕшĕнче «Советская Чувашия» хаçатра пичетленнĕ  «Дата 1237 год не вызывает подозрения?»).

Чи малтанах, Михаил Фомин ертсе пынипе, ачасем хушшинче, урамри сцена çинче дартс тата канат туртас енĕпе спорт ăмăртăвĕсем иртрĕç.

Уява Людмила Ермаковăпа Валентина Мочалова ертсе пычĕç. Пурте пĕрле «Асран кайми аки-сухи» юрра шăрантартăмăр. Унтан хăнасене тата курма килнисене çăкăр тăварпа тĕхĕмлĕ сăрапа хăналарĕç. Уявра сумлă хăнасем: Вăрман-Çĕктер ял тăрăх пуçлăхĕ Николай Евгеньевич Хорасев, Шупашкар район депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Николай Матюшкин, ЧР салтаксен комитечĕн председателĕ Лариса Егорова, Вăрман-Çĕктер шкулĕн директорĕ Шейхулла Феизов тата вырăнти депутатсем пулчĕç, сăмах тухса каларĕç.

Юрă-кĕвĕпе Малти Ункăпуçĕнчи «Ункăпуç» пултарулăх ушкăнĕ савăнтарчĕ.

Унтан уява Муркаш районĕнчи Шашкартан килсе çитнĕ Петр Андреев купăсçăпа унăн мăшăрĕ Людмила, Атăлъял ялĕнчи Леонид Фадеев поэтăн сăввисемпе çырнă юрăсене шăрантарчĕç.

 Николай Смирнов, Атăлъял      

Муниципальное бюджетное учреждение «Централизованная клубная система» Чебоксарского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Администрация Главы Чувашской Республики

\\www.cap.ru\93$\  

Охрана труда в Чувашской Республике

Официальный сайт Правительства РФ   Официальный сайт Правительства РФ Сайт Президента РФ Полномочный представитель Президента РФ

Национальное радио Чувашии

СМИ Чувашии

Интернет-вещание Чувашской Республики

РИА Новости Приволжье

 

 
 

 Чат «Город над Волгой»

Культурный провайдер Чувашии  
 

www.yandex.ru
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика