МБУ «ЦКС» Чебоксарского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Кипечкасси ял увĕ

16:34 03 августа 2015 г.

Августăн 1-мĕшĕнче, Кипечкассисем ял уявне 7-мĕш хут ирттерчĕç. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăк патĕнчи, сцена умне халăх йышлăн пухăнчĕ.

Чи малтанах сцена çине ялти ватă-сумлă çынсем тухрĕç. Вĕсем авалхи йăлапа, «Асран кайми аки-сухи» юрра шăрантарнă хыççăн ял уявне уçрĕç. Хăнасене çăкăр-тăварпа кĕтсе илсе, килти сăрапа сăйларĕ.ç

Сумлă хăнасен шутĕнче: Вăрман-Çĕктер ял тăрăх пуçлăхĕн çумĕ Александр Кудряшов, ЧР салтаксен комитечĕн председателĕ Лариса Егорова тата вырăнти депутатсем пулчĕç.

Уява Элĕк районĕнчи Тушкасси ялĕн клуб ертÿçи Владислав Герасимов ертсе пыракан «Çутă ĕмĕт» эстрада ушкăнĕ килсе çитрĕ.              Атăлъял клубĕн ертÿçи Кристина Семенова ертсе пыракан хĕрачасен «Çамрăк хунавсем» ушкăн Кипечкассисене юрă-ташăпа чунтанах савăнтарчĕç. Чи малтанах, матроссем пек тумланнă: Настя Андреева, Марина Матюшкина, Мария Суркина тата Валерияпа Даша Плотниковăсем «Морячка» ташша çаптарчĕç. Аслисенчен, Тамара Шаплина вара тăванлăх юррипе савăнтарчĕ.

Кипечкасси ял уявне, уяв пек туса ирттерме çумăр çуни те хăратмарĕ, хуран яшки те тутлă, сĕтелĕ те тулли пулчĕ.  

Николай Смирнов, Атăлъял

Муниципальное бюджетное учреждение «Централизованная клубная система» Чебоксарского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Администрация Главы Чувашской Республики

\\www.cap.ru\93$\  

Охрана труда в Чувашской Республике

Официальный сайт Правительства РФ   Официальный сайт Правительства РФ Сайт Президента РФ Полномочный представитель Президента РФ

Национальное радио Чувашии

СМИ Чувашии

Интернет-вещание Чувашской Республики

РИА Новости Приволжье

 

 
 

 Чат «Город над Волгой»

Культурный провайдер Чувашии  
 

www.yandex.ru
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика