Яльчикский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Литературная Чувашия: обсуждение новой книги

09:25 26 марта 2014 г.

   Халâх ытларах юратса, кâмâлласа вулакан çыравçâ-авторсене палâртас, çамрâк тата паллâ çыравçâсем калâпланâ кêнекесемпе паллаштарас, чâваш кêнекисене анлâ сарас тêллевпе кашни çулах республика шайêнчи  «Литературâлла Чâваш ен:çулталâкри чи нумай вуланнâ кêнеке» конкурс-акци иртет. Патреккелти информаципе культура êченêсем тата шкулти верентекенсем хушшинче ял вулавâш êçченê Т.Захарова нумаях пулмасть чâвашсен паллâ çыравçин Николай Ишентейêн  чâваш кêнеке издательствинче 2012 çулта пичетрен тухнâ «Планетâпа чêре» çêнê кêнеки тâрâх «Пурнâç урапи çаврâнать» ятпа тишкерӱ ирттерчê.

Кêнекене алла илсенех çакна асâрхатâн: кунта пире халиччен пâлхантарнâ-савâнтарнâ сâвâ-поэма çеç мар, поэтâн халиччен ниçта та çапâнман хайлавêсем те кêнê. Пâшâлтатса вуламалли сâвâсемпе пêрлех аслâ залра янратмалли чêнӱсем те, халâх юрри майлâ çаврâмсемпе афоризм картне ларма тивêç йêркесем те, çирêппêн асâрхаттаракан поэмâсемпе шâнкâрти çâлкуç пек йâлтâртатакан юрâ сâмахêсем те вырâн тупнâ кунта.

«Çулталâк кêнеки» конкурсра ача-пâча валли çырнâ кêнекисемпе темиçе хутчен те çêнтерӱçê ятне çêнсе илнê пирêн юратнâ поэтâмâр. Вâл çырнâ сâвâсене юрра та хываççê. «Пурнâç урапи çаврâнать» сâвâ  сâмаххисем Чâваш Республикин патшалâх гимнê пултâр тесе çырнâ йêркесем. Малтан âна Юрий Жуков кêвве хывнâ, Василий Раймов  юрларê, каярах Анатолий Никитин кêвве хывса «Янташ» ушкâн шâрантарма пуçларê. Юрâ сâмахêсем вара уйрâмах халâх кâмâлне кайрêç, юратнâ юрâ пулса тâчê вâл. Кêнекери «Пурнâç тêкêрê», «»Пурâнатпâр, тâвансем», «Сире кêтсе чӱречерен куç каймарê» юрâ çаврâмêсем те Патреккел халâх хорêн репертуарêнчи ял халâхêн юратса итлекен юррисем пулса тâчêç. Вулакансем пирêн паллâ âсчахâмâр Геннадий Волков «Советская Чувашия» хаçатра çырнâ «Скорбная мольба о жизни» статйине тêпе хурса поэтâн «Çуралман ача сасси» поэмипе тêплêн паллашрêç.«Ман шутпа ку гениллê поэма», - çапла хак панâ иккен  академик Николай Петров-Ишентейêн «Çуралман ача сасси» поэмине тишкерсе.

Мêн çинчен-ха поэма? Кам çинчен? Амâшêн варêнче тêвêленсе вун икê эрне пурâннâ ача сасси-монологне тâнлатпâр-вулатпâр эпир.Пêчêк чун тêнчене тухасшâн, савâнса пурâнасшâн, çынсене ырâ тâвасшâн, çынсене юрâ парнелесшêн. Анчах ун шухâш-êмêчê пурнâçланаймасть, чун-чêрен туртâмê вâй илеймест: амâшê хырâм пâрахма шутлать. Мêншêн? Пурнâç йывâр. Йêри-тавра инфлаци текенни алхасать, ашшê çичê уйâх êнтê укçа илеймест. Чун тêпренчêкêшêн мêн тери хâрушâ ку. Йâлâнать, тилмêрет, ӱкêтлет ача.

Çук, никам та илтмест âна. Никама та кирлê мар вâл.

Анне выртать шап-шурâ пӱлêмре

Шутлаççê çеккунтсем ман êмêре.

«Çуралман ача сасси» тâван литературâн юлашки тапхâрти чи лайâх хайлавêсенчен пêри пулса тâчê. Николай Ишентейêн хайлавêсене халâх кâмâлласа йышâнать, юратса вулать. Асâннâ поэма хêрарâмсене, çемьесене тӱреммêнех витêм кӱрет.

«Кâмâл-сипет ыйтâвêсене малти вырâна лартнâран вулакана ырра, тêрêслêхе, çут çанталâка юратма, сыхлама вêрентет. Çак кêнеке чун-чêрене уçма пултарнишêн вулакан âна чâн-чâн тус вырâнне хурса йышêнчê тесе калас килет. Çыравçâна эпир малашне те çêнê кêнекесем çырма ырлâх-сывлâх сунатпâр», - терêç мероприятине пуçтарâннâ культура êçченêсемпе шкулти верентекенсем.

 

 

Яльчикский территориальный отдел

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика