Новочурашевский территориальный отдел Ибресинского муниципального округа ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Кушлавăш тăрǎхĕнче экскурсире

08:56 16 октября 2013 г.

      Юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче 7 класра вĕренекенсем Кушлавăш тăрăхĕнчи Пысăк Упакасси ялне экскурсие кайса килчĕç. Вĕсем Çемен  Элкер ячĕпе хисепленекен литература музейĕнче пулчĕç.
Музей ертÿтçи Раиса Афанасьевна ачасене ăшшăн кĕтсе илчĕ. Вăл  пĕчĕк хăнасене Пысăк Упакасси шкулĕн историĕпе паллаштарчĕ, Çемен Элкерĕн ачалăхĕ, пурнăçĕ, пултарулăхĕ çинчен, писатель таван ен историне тĕпчесе, упраса хăварас тесе чун-чĕререн тăрашни çинчен каласа кăтартрĕ.
   Вĕренекенсем музейра халăх писателĕн нумай алçырăвĕпе, вăл усă курнă япаласемпе паллашрĕç.      Элкер ĕçленĕ сĕтел хушшине те черетпе ларса пăхрĕç. Пурте кăмăллă юлчĕç.
    Экскурсие йĕркелекенĕ – чăваш чĕлхипе литература вĕрентекен Л.Н.Клементьева. Музейра пулни ачасен пĕлÿпе тавракурăм шайне ÿстерме пулăшать.
  

Новочурашевское сельское поселение Ибресинского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники

На сайт Ибресинского района

Система управления контентом
Чувашская Республика, Ибресинский район, с.Новое Чурашево, ул.Ленина, д.15
Телефон: 8(83538) 2-48-17
Факс: 8(83538) 2-48-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика