Яльчикский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Шкул вăхăчĕ çывхарса пырать

10:47 08 августа 2013 г.

Ачасен шкула каймалли вăхăчĕ çывхарса пырать. Елчĕк ял тăрăхĕне икĕ вĕренỹ учрежденийĕ Елчĕк тата Патрекел шкулĕсем вырнаçнă. Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул - район тĕкĕрĕ пекех. Шкулта пысăк реконструкции туса ирттернĕ. Кашни класрах хăтлă та таса. Юсав ĕçĕсене пурнăçласси, кирлĕ ытти япаласене туянасси, палах, ашшĕ-амăшĕ пулăшăвĕсĕр пулман. Кăçал Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкула пурĕ 608 ача, çав шутра кĕçĕн классене 180 ача вĕренме килмелле. 50 шăпăрлана И.Идутовăпа О. Кузьмина пĕрремĕш хут пĕлỹ тĕнчине çавăтса кĕрĕç. Патрекелти çĕнĕ шкул районта чи хăтли шутланать. Кунта ачасене лайăх вĕренме тата тивĕçлĕ пĕлỹ пама мĕн пур условии çителĕклĕ. Хальхи вăхăтра шкулта 32 компьютер, 6 проектор шутланать, интерактивлă доскасемпе усă кураççĕ. Кăçалхи вĕренỹ çулĕнче 145 ача парта хушшине ларĕ, 18 ача пĕрремĕш хут пĕлỹ тĕнчине кĕрĕç. Шкул çумĕнчи "Илем" ача садне 50 ача çỹрет. Ял тăрăхĕнче шкулчченхи пĕлỹ паракан учреждении иккĕ шутлать. "Солнышко" ача садĕнче паянхи куна 120 ача кăмăллăн çỹрет. Вĕсене 9 воспитатель пĕлỹ парть. "Чебурашкăри" воспитательсем те ачасене ас-тăн парассипе ырми-канми ĕçлеççĕ, кунта 87 ача хăтлăх тупнă. Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне Çĕнĕ урамра çĕнĕ ача сачĕ хута каять. Унта чи малтанах виçĕ группа ĕçлеме пуçлĕ. Паянхи куна черетре тăракан ачасене пĕлỹ кунĕ тĕлне виçĕ çултан иртнĕ мĕнпур ачана вырнаçтарма палăртнă.

Яльчикский территориальный отдел

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика