Новошимкусский ТО Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » 21:00_ Музейра – паттăрлăх урокě

00:00 08 декабря 2012 г.

21:00_ Музейра – паттăрлăх урокě

Раштав уйăхĕн 8-мĕшĕнче Елчĕк районĕнчи Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта историпе тăван ен музейĕнче 2,4-мĕш  классемпе Порфирьева Ф.Ю. паттăрлăх урокĕ ирттерчĕ.

Мĕн-ши вăл вăрçă? (Нуша, çухату, вилĕм, юн, куççуль, тăлăх арăмсем, тăлăх ачасем, татăлнă ĕмĕтсем).

Вăрçă мĕнле? (Ылханлă, тискер, усал, йывăр, хаяр, хăрушă, юнлă).

Вăрçă мĕн турĕ? (Аркатрĕ, тустарчĕ, кĕллентерчĕ, ватрĕ, тертлентерчĕ, пĕтерчĕ, çунтарчĕ, асаплантарчĕ, нушалантарчĕ).

Çак ыйтусем çине хуравласа класс ертÿçи Порфирьева Ф.Ю. вăрçă хăрушлăхне, вăл этемĕн чунне амантса хăварнине, хамăр тăрăхри Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçине хутшăннă çынсем çинчен, вăрçа тÿссе ирттернĕ çынсене хисеплемелли çинчен ăнлантарса пачĕ.

Ачасем пĕр шухăшлăн пулса çакăн пек пĕтĕмлетÿ турĕç: «Кураймастпăр вăрçа, ылханатпăр ăна!»

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика