ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Поздравление главы сельского поселения Г.Ефремова с Днем народного единства и Днем согласия и примирения

00:00 03 ноября 2011 г.

Хаклă ентешсем!  

 

Сире пурне те çывхарса килекен  Раççейри Халăх пĕрлĕхĕн, Килĕшÿпе çураçу кунĕсем ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп.Тĕрлĕ халăх çыннисем пĕр шухăшлă пулни, пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнни, пурте  пĕр тĕллевлĕн ĕçлени мĕн тери пысăк пĕлтерĕшли çинчен аса илтереççĕ пире çак уявсем.  Пĕрле чухне йывăрлăха  çĕнтерме те, умри тĕллевсене пурнăçлама  та çăмăлрах. Нумай та кирлĕ мар çакна валли, кашни çыннăн хăйĕн ĕç вырăнĕнче чун-чĕре хушнă пек вăй хумалла кăна, пĕр-пĕрне йывăрлăхра пулăшмалла. Вара çĕршывăмăр татах та   вăйлăрах, тĕреклĕрех пулĕ. Пурнăçламалли вара паян сахал мар. Ку таранччен сахал мар ĕçсем турăмăр. Малаллахи ĕмĕтсем вара татах та пысăкрах.  Ăнланулăх, пĕрлĕх, килĕшÿ пире яланах кирлĕ. Хисеплĕ ентешĕмĕрсем! Малалла та пĕр-пĕрне хисеплесе,  килĕштерсе пурăнасчĕ, пĕр тĕллевлĕн ĕçлесчĕ, ăнланасчĕ, кашни утăма шухăшласа тăвасчĕ.  Вара мĕн палăртни пурнăçланатех. Пурсăра та çирĕп сывлăх, килĕшÿ, ăнлану, юрату, вăрăм та телейлĕ  кунçул сунатăп!

Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕ                                        Г.Ефремов

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика