Автономное учреждение дополнительного образования «Урмарская спортивная школа имени А.Ф. Федорова» Урмарского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Рингра - çамрăк боксерсем

00:00 26 марта 2011 г.

А. ХОВАНСКИЙ.
«Илем» физкультурăпа спорт комплексĕнчи «Алмаз тĕпренчĕкĕсем» спорт клубĕ (директорĕ Г.Николаев) республикăри «Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе» ыр кăмăллăх марафона хутшăнса çамрăк боксерсен уçă турнирне ирттерчĕ. Унта Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисемпе Куславкка, Çĕрпÿ тата пирĕн район спортсменĕсем хутшăнчĕç.
Çакна палăртма кăмăллă: пирĕн ентеш, Пинерте çуралса ÿснĕ Валериан Соколов XIX Олимп вăййисенче (1968 ç.) чемпион ятне çĕнсе илчĕ. Чăваш Енрен Олимп вăййисенче ылтăн медале тивĕçнĕ чи малтанхи спортсмен пулчĕ вăл. Çакăншăн савăнмалла кăна. Ентешĕн пултарулăхĕ пирĕн çамрăксене çĕнĕ çитĕнÿсем тума хавхалантармалла. Анчах темшĕн-çке эпир хамăрăн мухтавлă ентешĕн спортри çитĕнĕвне яланах асра тытмастпăр, ăна халалласа ăмăртусем ирттерессине йăлана кĕртеймерĕмĕр-ха.
Паянхи пекех астăватăп, 1991 çулхи август уйăхĕнче районти Спорт çуртĕнче В.Соколов боксер 45 çул тултарнине халалласа спорт фестивалĕ иртрĕ. Рингра СССРти профессионал-боксерсем тупăшрĕç.Вĕсен умĕн программăпа Спорт çуртĕнче çамрăк боксерсем вăй виçрĕç. Тăватă мăшăр тухрĕ ринга. Ăмăрту судйи, тĕнче класлă спорт мастерĕ, темиçе хутчен Европа чемпионĕ пулнă, Тĕнче Кубокне çĕнсе илнĕ Валерий Лаптев пирĕн çамрăк боксерсен ăсталăхне тивĕçлипе хакларĕ, вĕсене асăнмалăх сувенирсем парса чыс турĕ. Чулкасри çамрăксен клубĕнчи самбистсене те лайăх кĕрешнĕшĕн парнесем пачĕ.
Ăмăрту хыççăн Валериан Сергеевич çапла каларĕ: «Мана çакăн пек хисеплесе пысăк чыс тунăшăн эпĕ район ертÿçисене, спорта юратакансене тав тăватăп. Пирĕн районта физкультурăпа спорт яланах çÿллĕ шайра пулччăр».
Унтанпа 20 çул иртрĕ. В.Соколов ячĕпе нимĕнле массăллă спорт мероприятийĕсем те пулмарĕç темелле. Хăй вăхăтĕнче В.Пахмутов тренер бокса аталантарма нумай вăй хучĕ. Вăл районтан тухса кайсан çак ырă ĕç каллех путланса ларчĕ.
Вăрмар поселокĕнче «Илем» физкультурăпа спорт комплексне уçсан çеç çак ĕç малалла кайрĕ. Кунти боксерсен секцине уçма вырăн тупăнчĕ. Г.Николаев тренер тăрăшнипе çамрăк боксерсен пĕрремĕш уçă турнирне йĕркелерĕç. Пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ, вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов саламларĕ.
- Паян эпир хамăр ентеше, Олимп вăййисен чемпионне Валериан Соколова халалласа уçă турнир ирттеретпĕр. Çакăн пек ăмăртусем ирттерессине пирĕн йăлана кĕртмелле. Соколов пек пултаруллă спортсменсем çитĕнтерессишĕн тăрăшмалла, - терĕ Юрий Васильевич.
Спортсменсене çавăн пекех Раççей категориллĕ спорт судйи А.Катанаев саламларĕ. «Алмаз тĕпренчĕкĕсем» спорт клубĕн директорĕ Г.Николаев ăмăрту йĕркипе паллаштарчĕ.
Ăмăртăва Шупашкарти В.Соколов ячĕллĕ шкулта ăсталăха туптакан çамрăк боксерсем пуçларĕç.
Унтан ринга аслăраххисем тухрĕç. «Алмаз тĕпренчĕкĕсем» спорт клубне çÿрекен А.Семенов (Кивĕ Вăрмар) çакăн пек ăмăртăва пĕрремĕш хут хутшăнать-ха. Апла пулин те вăл хăйĕн мĕн пур ăсталăхне кăтартрĕ.
Акă, черет ку клуба çÿрекен Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкулта 10-мĕш класра вĕренекен, иртнĕ çул Шупашкарта СССР тава тивĕçлĕ тренерĕн М.Степановăн призĕсене çĕнсе илессишĕн ирттернĕ 1994-95 çулсенче çуралнă ачасем хушшинче уçă турнирта пĕрремĕш вырăн йышăннă Константин Павлов патне те çитрĕ. Çĕнĕ çул умĕн Зеленодольск хулинче ирттернĕ уçă чемпионатра вăл иккĕмĕш вырăна тухнăччĕ. Ку хутĕнче унăн Шупашкарти В.Соколов ячĕллĕ шкулта вĕренекен М.Николаевпа кĕрешме тиврĕ. Пирĕн ентеш хăйĕнпе тупăшакана нокаута ячĕ, çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ.
Хăйсен виçисенче пирĕн спортсменсенчен çавăн пекех С.Игнатьев (Мăнçырма), М.Михайлов (Кивĕ Вăрмар), Н.Дмитриев (Чулкас) çĕнтерчĕç. Çакăн пек тупăшусене вĕсем пĕрремĕш хут хутшăнчĕç пулин те, чăн-чăн паттăрлăх кăтартрĕç.
Юлашкинчен вара ринга спорт мастерĕн кандидачĕсем: Шупашкартан килнĕ Е.Максимовпа Куславккари М.Иванов тухрĕç. Вĕсен кĕрешĕвне пăхма питех те интереслĕ пулчĕ. Çивĕч кĕрешÿре тĕрлĕ шайри ăмăртусенче темиçе хутчен те призер пулнă Е.Максимов чемпиона юлчĕ.
Çĕнтерÿçĕсене грамотăсемпе наградăларĕç, хаклă парнесем пачĕç.
Турнира йĕркелесе ирттерме пулăшнă О.Ильин («Аван-Полимер») тулли мар яваплă обществăн генеральнăй директорĕ, С.Дмитриев (хăмла йышăнакан пункт), А.Павлов (предприниматель) спонсорсем пархатарлă ĕç турĕç.

АУ Чувашской Республики «Редакция Урмарской районной газеты "Хĕрлĕ ялав"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Урмары  
 

 

Система управления контентом
429400, пос.Урмары, ул. Мира д.6 АОУ ДОД «Урмарская ДЮСШ им. А. Ф. Федорова» Урмарского района Чувашской Республики
Телефон: 8(83544)2-17-30, 2-33-60, 2-13-93, 2-15-65
Факс: 8 (83544) 2-17-30
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика