00:00 26 апреля 2011 г.
Хĕрлĕ Октябрьти вăтам шкулта вĕренекенсем уроксем хыççăн тулли кăмăлпа чăваш чĕлхипе литература кабинетне çул тытрĕç. Паян вĕсем 8–мĕш классем йĕркеленĕ «Чăваш чĕлхине тĕпчекенсем» презентацисене курса пахаларĕç. Паллă учĕнăйсен кĕнекисем çинчен тата вĕсен пурнăçĕнчи интереслĕ самантсем пирки чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Павлова Мария Дмитриевна тĕплĕ каласа пачĕ.
Мероприятие 28 вĕренекен хутшăнчĕ. Ашмарин Николай Иванович, Золотницкий Николай Иванович, Егоров Василий Георгиевич, Никольский Николай Васильевич, Павлов Иван Павлович, Петров Николай Петрович, Андреев Иван Андреевич, Сергеев Леонид Павлович ĕçĕсем – ĕмĕрлĕхе! Юлашкинчен пурте «Приключения немца в Чувашии» фильм курса савăнчĕç.
По материалам сайта МОУ "Краснооктябрьская СОШ"