Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Альбина Иванова- участница межрегионального конкурса «Восславим женщину родную-2024!»

08:41 01 апреля 2024 г.

Пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Елчӗкри культура керменӗнче Чӑваш наци конгресӗн "Чӑваш хӗрарӑмӗ" комитечӗ йӗркелесе ирттерекен регионсем хушшинчи "Хӗрарӑм, сан умӑнта таятӑп пуҫӑма" конкурсӑн республикӑри тапхӑрӗ иртнӗ.

 Элӗк, Елчӗк, Канаш, Йӗпреҫ, Ҫӗмӗрле, Шупашкар, Етӗрне муниципаллӑ округсенчи чи пултаруллӑ хӗрарӑмсем хутшӑнса сцена ҫинче  кашниех хӑйӗнпе паллаштарнă, хӑйсен тӑрӑхӗнчи халӑх йӑли-йӗркине кӑтартса панă.

Элӗк тӑрӑхӗнчен конкурса Мӑн Вылӑри культура ҫуртӗнче ӗҫлекен Альбина Иванова хутшӑннă. Ăна тӑванӗсемпе юлташӗсем,  ӗҫтешӗсем хавхалантарнă. Вĕсем туслă йышпа сцена çине тухса хамăр тăрăхри туй йӑли-йӗркипе паллаштарнă, жюри пайташĕсене чăваш апат-çимĕçĕпе хăналанă.

Автономное учреждение «Централизованная клубная система» Аликовского муниципального округа Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика