Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Юрă – ташă ăстисем Хитекушкăнь ялĕнче

16:59 12 августа 2015 г.

Августăн 11 – мĕшĕнче графикпа Тавăтри культура çурчĕ çумĕнчи «Шуçăм» агитрбригада Хитекушкăнь ялне çитрĕ. Концерт пуçланиччен Тавăтри библиотека ĕçченĕ Ритта Егорова К.В.Ивановăн пурнăçĕпе ĕçĕ çинчен калаçу ирттерчĕ, унтан «Нарспи» поэмăна пĕлетĕр – и? викторина пулчĕ. Поэмăна лайăх пĕлекенсем парнеллĕ те пулчĕç. Çавăн пекех «2015 – Литература çулĕ» ятлă кĕнеке куравĕ йĕркелесе çĕнĕ кĕнекенсемпе те паллаштарчĕ Ритта Егорова. Хыççăн юрă – ташă ăстисем юрăсем юрласа, шÿтлĕ сценкăсем выляса ял халăхне савăнтарчĕç. Куракансем культура ĕçченĕсене тав туса тăвăллăн алă çупрĕç, татах килме ыйтрĕç.

Автономное учреждение «Централизованная клубная система» Аликовского муниципального округа Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика