МБУК "ЦБС" Моргаушского района ЧР

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

У нас новый сайт библиотеки! Этот сайт не актуализируется, приглашаем ознакомиться с работой библиотек Моргаушского района на сайте http://mbuccbsmorgau.rchuv.ru 

Новости » Музыкӑпа литература каҫӗ «Чӑваш чӗлхин асамлӑ янӑравӗ»

16:47 27 апреля 2018 г.

Ака уйахӗн 25-мӗшӗнче пирӗн тӑван халӑхӑмӑр Чӑваш чӗлхи кунне паллӑ турӗ тата ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче эпир Чӑваш Республикин патшалӑх символӗсен уявне ирттеретпӗр. Муркашсене уявсене халалланӑ «Чӑваш чӗлхин асамлӑ янӑравӗ» музыкӑпа литература каҫӗ ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Муркаш районӗн культурӑпа кану центрне пуҫтарчӗ. Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем, культура ӗҫченӗсем, шкул ачисем, Чӑваш наци конгресӗн Муркаш районӗнчи уйрӑмӗн членӗсем тата ял вулавӑшӗсен чи хастар вулаканӗсем пулчӗҫ кунта.

 Çак уяв тĕллевĕ - ачасене халăх традицийĕсене упрама, тăван чĕлхене юратса вĕренме хавхалантарасси, чĕлхе илемĕпе пуянлăхне туйма, пĕлÿлĕхе ÿстерме пулăшасси.      

 Муркаш район администрацийĕн пуҫлӑхӗн çумĕ Тарасова Лилия Юрьевна, Чӑваш наци конгресӗн Муркаш районӗнчи уйрӑмӗн ертӳҫи Николаева Наталья Николаевна пухӑннисене Чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗпе саламларӗҫ, пулас ӑрусем чӑвашла калаҫасси паян ку тӗлӗшпе мӗнле ӗҫлесе пынинчен килнине палӑртрӗҫ. Лилия Юрьевна Иван Яковлевич Яковлев халалĕсене асра тытса, малалла та тăван район аталанăвĕшĕн пĕрлех ĕçлессе шанчĕ. Наталья Николаевна чăваш чĕлхине, тăван халăх культурине, йăли-йĕркине аталантарас ĕçре ырми-канми вăй хуракан Калайкасси шкулĕнчи ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Маргарита Колбасовапа Мăн Хураçка шкулĕнчи çак предметсене вĕрентекен  Валентина Михайловӑна Чăваш Наци конгресĕн Хисеп хучĕсене пачĕ.

 Чăваш чĕлхи пуян та илемлĕ, янăравлă та çепĕç, паха та асамлă. Вăл чăваш юрри пек янăравлă та кĕвĕллĕ, унпа чуна ачашлама е амантма, çĕклеме е ÿкерме, хавхалантарма пулать. Çак шухăша аталантарас туйăмпа ачасемпе, яш хĕрсемпе каччăсем ташласа, юрласа кăтартрĕç.

 Культура ҫуртĕнчи фойере районти тури чăвашсен музейĕ  «Тĕрĕсенче тăван кĕвĕсем» ятлă сурпансен фотографи выстăвки йĕркеленĕ. Ял тăрăхĕсем хушшинчи тĕп библиотека ĕҫченĕсем «Чĕлхем, эс чĕрĕлĕх ҫăлкуҫĕ» кĕнеке выставки хатĕрлесе уява килекенсемпе тишкерӳ ирттернĕ.

  Нумай пулмасть пӗтӗм Раҫҫей вулавӑшӗсенче «Вулавӑш каҫӗсем» иртрӗҫ. Муркаш тӗп библиотекинче «Иван Яковлевич Яковлев – шӑпа тата астӑвӑм» вулавҫӑсен район конкурсӗ иртрӗ. Çӗнтерӳҫӗсене, чăваш чĕлхипе литературă вĕрентекенсене тата уаява активлă хутшăнакансене, Муркаш район администрацийĕн культура, архив ĕҫĕсен тата туризм пайĕн ертӳҫи Чернова Елена Геннадьевна тав ҫырӑвӗсемпе чысларӗ.

 Пурнăçра – пĕр анне. Тăван чĕлхе те пĕрре. Ăна упрасси –пирĕн  тивĕç. Иван Яковлевич Яковлев пуласлăх çыннисене тăван чĕлхене упрама пиллесе хăварнă.  Çапла çеç чăваш чĕлхи ыттисенчен кая пулмĕ тенĕ вăл.  «Чĕлхе чечекленесси пĕтĕмпех сиртен килет»,- ак мĕнле пархатарлă шухăшĕ  вĕрентекенĕмĕрĕн.

 

 

Муниципальное бюджетное учреждение культуры «Централизованная библиотечная система» Моргаушского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика