Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Благодарность главы Яльчикского района И.И.Васильевой и главы администрации Яльчикского района Н.П.Миллина жителям района за активное участие в выборах Президента Российской Федерации

Хисеплĕ Елчĕк район халăхĕ!

Пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче эпир пурте çĕршывшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие хутшăнтăмăр – Раççей Федерацийĕн Президентне суйларăмăр. Елчĕк халăхĕ хальхи суйлава та пысăк яваплăхпа, активлă хутшăнчĕ, тĕрĕс суйлав туса малашлăхшăн сасăларĕ.

Суйлавçăсен ытларах проценĕ çĕршыва ертсе пыма Владимир Владимирович Путина шанчĕ. Тĕрĕс суйлав туни пире малашне те аталану çулĕпе, районта пурăнакансен пурнăçне лайăхлатас тĕллевпе ĕçлеме хистет.

Раççей Президенчĕн суйлавне активлă хутшăннă, суйлав кампанине йĕркеллĕ ирттерессишĕн тимленĕ çынсене пурне те чĕререн тав сăмахĕ калатпăр, ырлăх-сывлăх сунатпăр. Малашне те пĕрле килĕштерсе, пĕр тĕллевпе хамăр пуласлăхшăн ĕçлер.

 

Елчĕк район пуçлăхĕ      И.И.Васильева.
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ       Н.П.Миллин.



22 марта 2018
09:36
Поделиться