Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Июнĕн 10-мĕшĕнче - Акатуй

Июнĕн 10-мĕшĕнче - Акатуй

ĔНЕР, майăн 25-мĕшĕнче, ипподром территорийĕнче «Акатуй - 2017» уява хатĕрленсе ирттерес енĕпе ĕçлекен оргкомитет ларăвĕ иртрĕ. 

Кăçал районти Акатуя июнĕн 10-мĕшĕнче, пĕлтĕрхи пекех ипподромра ирттерме йышăннă. Уява Раççейри Экологи, Чăваш Республикинчи Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне, тăван районăмăр 90 çул тултарнине халаллаççĕ. Ларура оргкомитет членĕсен тивĕçĕсене çирĕплетрĕç, предприятисемпе организацисен ертỹçисен, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен васкавлăн пурнăçламалли ĕçсене палăртрĕç. Паллах, халĕччен пĕри те çывăрса выртман, пурте хăйсен тивĕçĕсене пурнăçлама пуçланă. Хăш-пĕр ял тăрăхĕсем çĕнĕ хăна çурчĕсем килсе лартма пуçланă, теприсем пĕлтĕрхине сăрлама, юсама та ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. 

Акатуя ипподромра ирттересси, лаша ăмăртăвĕн çĕнтерỹçине тиха парнелесси, хăна çурчĕсене пураран туса лартасси пирĕн районшăн, паллах, çĕнĕлĕх мар. Акатуй илемлĕ те асра юлмалла иртесси пирки пĕрре те иккĕленỹ çук. Пурне те çак уява килсе курма чĕнетпĕр!

Фоторепортаж >>>

 

АУ ЧР «Редакция Шемуршинской районной газеты «Шăмăршă хыпарĕ» ("Шемуршинские вести") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики



26 мая 2017
09:12
Поделиться