08:52 15 мая 2018 г.
Муркаш районĕн хисеплĕ çыннисем!
Сире пурне те Пĕтĕм тĕнчери çемье кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.
Çемье кашни çыншăн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кунта ача ырăпа усала уйăрма, аслисене, пĕр-пĕрне хисеплеме вĕренет, ĕçе хăнăхса çитĕнет. Çавăнпа та пирĕн хамăр ачасемшĕн яланах ырă тĕслĕх пулмалла.
Чуна йывăр чухне те килте пире çывăх çынсем яланах ăнланаççĕ, пулăшаççĕ. .Малашне те тăван кил кашни çыншăн чун туртнă вырăн пултăр.
Уйрăм тав сăмахĕсене нумай ачаллă çемьесемпе урăх çемьери ачасене хăйсен хÿттине илнĕ ашшĕ-амăшĕсен ячĕпе калас килет.
Паян пирĕн çĕршывра ачаллă çемьесене пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çакна юлашки вăхăтра пулса иртнĕ ырă улшăнусем те çирĕплетсе параççĕ.
Хаклă çыннăмăрсем! Пурне те уяв ячĕпе саламлатпăр. Çирĕп сывлăх, телейлĕ вăрăм кунçул сунатпăр.
Район пуçлăхĕ – депутатсен районти
Пухăвĕн председателĕ И.В. Николаев.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Н. Тимофеев.
Моргаушский район Чувашской Республики