Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Подряд организацийĕсем паллă

10:42 02 апреля 2018 г.

Пирĕн район Шупашкар агломерацине кĕме тивĕçнĕ май федерацин «Хăрушлăхсăр тата пахалăхлă çул-йĕр» программин шайĕнче иртнĕ çул районта çулсене юсассипе калăпăшлă ĕçсем туса ирттерме май килнĕччĕ. Программăна вара 2025 çулчченхи тапхăр валли туса хатĕрленĕ. Çавăнпа та район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕпе - капиталлă строительство тата общество инфраструктурине аталантарассин пайĕн пуçлăхĕпе Владимир НИКИТИНПА тĕл пулнă май пĕр ыйтупа кăна интереслентĕм: кăçал юсав ĕçĕсене пурнăçлама шанчăксăр организаци çакланас хăрушлăх çук-и?

- Шупашкар агломерацийĕн шайĕнче кăçал район çулĕсене юсассипе тăватă объектра ĕçсем туса ирттермелле. Çулсене пĕтĕмĕшле 23,9 километр юсама палăртнă. Çак ĕçсене туса ирттерме уйăрма пăхнă сумма 129 млн тенкĕпе танлашать. Мартăн 19-мĕшĕнче аукционсем иртрĕç, хăш объектра ĕçсене мĕнле организаци пурнăçласси пирки паян калама пулать ĕнтĕ. Халĕ ĕçсене пурнăçлама вĕсемпе килĕшÿсем тăвассипе ĕçлетпĕр.

1,5 километр тăршшĕ «Тойкилтĕ - Кĕртекасси» çула тата 9 километр тăршшĕ «Муркаш - Хорнуй - Ишĕлкасси» çула юсассипе ĕçсене чикĕллĕ яваплăхлă «Строительно-монтажное управление» общество (ООО «СМУ») пурнăçлать. Асăннă общество конкурса хутшăннă 7 организаци хушшинче çĕнтерчĕ. Подрядчик шанчăклă, ку организаци иртнĕ çул пирĕн район территорийĕнче ĕçлерĕ, Шупашкар агломерацийĕн шайĕнче 1,7 километр тăршшĕ «Волга - Вурмой» автомашина çулне юсанă çĕрте хăйне лайăх енчен кăтартса пачĕ.

Акционерсен «ТУС» обществи те (АО «ТУС») пĕлмен-туман организаци мар. Вĕсем мĕнле ĕçленине район çыннисем иртнĕ çул курма пултарчĕç ĕнтĕ. Шăпах çак организаци строителĕсем пĕлтĕр пирĕн районта республика пĕлтерĕшлĕ «Муркаш - Лантăш» çула юсанă çĕрте ĕçлерĕç. Вĕсен кăçалхи объекчĕсем шутĕнче 6,4 километр тăршшĕ «Волга - Шомик» çул тата 6,9 километр тăршшĕ «Мăн Сĕнтĕр - Мăн Хураçка - Ишмула» çул. Сăмах май, ку объектсенчи ĕçсене пурнăçлама конкурса 5 организаци хутшăнчĕ.

Конкурс ирттернĕ май асăннă ĕçсене пурнăçлама уйрăмалли укçа-тенкĕ суммине 109,6 млн тенкĕне çити чакарма май килчĕ. Çулсене юсас ĕçсене пĕтĕмĕшле кăçалхи августăн 31-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме палăртатпăр.

Çавна та каласа хăварма кăмăл пур. Хальхи вăхăтра республикăра кăна мар, районта та çынсемшĕн пĕлтерĕшлĕ пулса тăракан ĕçсене туса ирттернĕ чухне вĕсен шухăш-кăмăлне, сĕнĕвĕсене шута илессине тĕпе хума тăрăшатпăр. Çавна май Шупашкар агломерацийĕн шайĕнче районта кăçал çулсене юсассипе туса ирттерме плана кĕртнĕ ĕçсене те апрелĕн 12-мĕшĕнче халăхпа сÿтсе явма палăртатпăр.

В.Шапошников.

Моргаушский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика